Канашлу

7 Юпа, 2014

Харпăрлăхçăсен налук тÿлеме манмалла мар

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Строительство министрĕн çумĕ Александр Герасимов тата Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина пурăнмалли çурт-йĕре арендăна пани тата налуксем тÿлени çинчен калакан информаци мониторингĕн кăтартăвĕсене тăратнă.

2 Юпа, 2014

Çĕнĕ чукун çул пулатех

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Раççей чукун çулĕ" АУОра Раççейри хăвăртлăхлă тата пысăк хăвăртлăхлă çÿревĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Общество канашĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ Александр Жуков тата "Раççей чукун çулĕ" АУОн пĕрремĕш вице-президенчĕ Александр Мишарин ертсе пынă канашлăвне хутшăннă. Унта пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан - Екатеринбург" чукун çул магистралĕн "Мускав - Хусан" участокĕн строительствин малашлăхне сÿтсе явнă.

30 Авăн, 2014

Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ

Профвĕренÿ аталанăвĕ экономикăна хăват кÿрет

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Округ канашĕн Оренбургра РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăнни çинчен хаçатăн шăмат кунхи номерĕнче пĕлтернĕччĕ.

30 Авăн, 2014

Лицензисем пама пуçлаççĕ

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Олег Бирюков нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе предпринимательлĕх ĕç-хĕлне лицензилесси çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - республикăра нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе 136 управляющи компани, нумай отрасльлĕ 25 предприяти пулăшу ĕçĕсем параççĕ. 6-шĕ çуртсене тытса тăрас тата юсас тĕлĕшпе пулăшу кÿреççĕ.

30 Авăн, 2014

Туртмалли хутăшсем - пысăк хăрушлăх!

6 кунра вĕсемпе 42 çын наркăмăшланнă

Тунти кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Pages