Канаш районĕ

2 Çĕртме, 2018

Шăхасанта çĕнĕ Культура çурчĕ пулĕ

Канаш районĕнчи Шăхасанта пурăнакансемшĕн Акатуй яланлăхах асра юлĕ. Çак кун салара савăнăçлă лару-тăрура пулас Культура çурчĕн никĕсне хыврĕç. Культура вучахне "Ял территорине аталантарасси'' программăпа тăваççĕ.

19 Ака, 2018

«Сценăран хăрама пăрахрăм»

Даша Николаева Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухать. Умра пысăк та çутă тĕллев — экзаменсене ăнăçлă тытса гуманитари енĕпе тарăннăн вĕрентекен гимназие куçасси. Чĕлхе пĕлĕвĕ, литература уншăн çывăхрах. Мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслă вăл.

Pages