Шăхасанта çĕнĕ Культура çурчĕ пулĕ

Канаш районĕнчи Шăхасанта пурăнакансемшĕн Акатуй яланлăхах асра юлĕ. Çак кун салара савăнăçлă лару-тăрура пулас Культура çурчĕн никĕсне хыврĕç. Культура вучахне "Ял территорине аталантарасси'' программăпа тăваççĕ.

Савăнăçлă саманта ЧР Минстрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕ. Шăхасансене уявпа, çĕнĕ клуб тума пуçланă ятпа саламларĕ. Министр каланă лайăх, çулсерен ялсенче 5-6 çĕнĕ клуб тăваççĕ. Çакă ял халăхĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çынна чун апачĕ те кирлĕ-çке.

Виталий Дмитриев, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Çак саманта нумай кĕтрĕмĕр. Кивĕ клуб çуннă хыççăн вăхăтлăх çурт уйăрса пачĕç. Вунă çул иртсен кăна çĕннине тума тытăнчĕç. Паллах, уншăн самай чупма тиврĕ. Хамăр шутран документсем те хатĕрлерĕмĕр. Халĕ ĕç вырăнтан тапраннишĕн чун савăнать.

Лариса Федорова вĕрентекен:
- Çĕнĕ клубра ачасем те, аслисем те чун киленĕçне тупасса шанас килет. Малашне хамăр та спектакльсене çÿресшĕн-ха. Ялта чаплă Культура çурчĕ тунишĕн хĕпĕртетпĕр.

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас