Çут çанталăка юратни пĕрлештерет

5 Ака, 2018

Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших шкулĕнче «Симĕс хунавăн» виççĕмĕш ăрăвĕ çитĕнет. Юхăмпа тăваттăн ĕçлеççĕ: вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Наталья Никитина, музыка вĕрентекенĕ Наталья Иванова, технологи вĕрентекенĕ Татьяна Елисеева тата биологипе географи вĕрентекенĕ Рэмма Тимофеева.
Мĕнрен пуçланнă юхăм? 2006 çулта шкулта çут çанталăка юратакансен кружокĕ йĕркеленнĕ. Ун чухнехи 6-мĕш класс ачисем йывăç лартнă, çÿп-çап пуçтарнă, çăл куç тасатнă. 2016 çултанпа вара кружок экоотряд шутланать.
«Симĕс хунав» юхăмăн ертÿçи — Рэмма Тимофеева. Аслă классенче хастар вĕренекен нумай. Манăн икĕ ушкăна палăртса хăварас килет.
2017 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экологи форумне хутшăнакан хастарсенчен пуçлар. Акă вĕсем: 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Элина Васильева, Никита Захаров, Игорь Левый тата 9-мĕш класра вĕренекен Анна Осипова. Республикăри, Раççей шайĕнчи пысăк çитĕнÿсене кура вĕсем форумра пулма тивĕçнĕ.
Вĕрентекен тăрăшни куç кĕретех. Вăл хавхалантарса пыни ачасене вăй парать. Форума 420 çамрăк хутшăннă. 4 кунра вĕренекенсем кирлине, çĕннине пайтах илнĕ. Мероприятире кашни халăх наци тумне кăтартнă. Чăваш çи-пуçне вара Элина тăхăннă. Вăрăм çÿçлĕ чиперук чăваш илемне тата çÿллĕрех шая çĕкленĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.