Илемлĕх тĕпелĕ

29 Утă, 2015

ПИТПЕ ÇŸÇ ВАЛЛИ - ЧИЕ МАСКИ

Дерматологсем витилиго аптратсан чĕрĕ чие çиме тата тата сĕткенне ĕçме сĕнеççĕ. Ÿт çинчи пăнчăсенчен хăтăлма чиери никотин йÿçекĕ пулăшать. Çÿç ытла ир шуралма пуçласан лайăх пиçсе çитнĕ çырлине çини, сĕткенĕпе çÿç тымарĕсене сăтăрни усăллă.

Ÿте сиплеме чиен вĕтетнĕ çулçипе те, йывăçăн хуппи çуркалансан юхса тухнă сухăрпа /камедь/ та усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, ÿт сиенленсе юнлансан суран çине чĕрĕ чие çулçине вĕтетсе е сĕткенĕнче йĕпетнĕ мамăк хураççĕ. Шатрасем çине - чие сухăрне.

1 Ака, 2015

АЛĂ ТА ЯПĂХАТЬ

Алă ялан ĕçре, çавăнпа ÿчĕ час-часах япăхать. Ăна кирек мĕнле ÿсĕмре те пулăшу кирлĕ.

  •  Кăмпа е пахча çимĕç тасатнă хыççăн алă ÿчĕ тĕксĕмленсен 1 чей кашăкĕ сахăр хушнă супăньлĕ шыпа çуни те çителĕклĕ. Витĕмне вăйлатма ÿте лимон касăкĕпе сăтăрма, ун хыççăн ахаль шывпа чÿхеме юрать. Лимон çук-и? Алла панулми хуппипе сăтăрмалла та ăшă шывпа чÿхемелле. Е лимон сĕткенне кăштах тăвар хушсан темĕнле вараланчăкран та хăтăлма пулать.

Кăшман, çырла е кăмпа тасатас умĕн пÿрнесен вĕçĕсене лимон касăкĕпе сăтăрмалла та типме памалла - алă ÿчĕ сăрланмĕ.

28 Çурла, 2014

ПИТ ВАЛЛИ - КАСТОРКА

Касторка çăвĕ ÿте тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерет тата çав вăхăтрах ăна нÿретет. Ватлăхăн малтанхи паллисемпе ăнăçлă кĕрешнипе те палăрса тăрать. Унпа хăйĕнпе кăна та, крема хушса та усă кураççĕ. Ăшăтсан вăл ÿте питĕ шала сăрхăнса кĕрет.

3 Утă, 2014

ПИТЕ МАССАЖ ÇАМРĂКЛАТАТЬ

Ансат çак процедурăна кашниех тума пултарать, хăш-пĕр йĕркене шута илмелле кăна. Массажа куллен тусан пĕркеленчĕксем пĕчĕкленеççĕ, иккĕмĕш янах çухалать, типĕ ÿт нÿрелет, çуллă ÿт ытлашши йăлтăртатма пăрахать, сарăлнă тар шăтăкĕсем пĕрĕнеççĕ.

Классика мелĕпе

27 Пуш, 2014

КАВĂН ŸТЕ ÇАМРĂКЛАТАТЬ

  • Çил çинче кушăрханă ÿте çемçетме шывра пĕçернĕ 2 апат кашăкĕ кавăн ăшне 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе е ытти тип çупа хутăштармалла. Пите сĕрмелле. 20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.
  • Тутлăхлă маска. 2-3 апат кашăкĕ пĕçернĕ кавăн пăттине 1 çăмарта саррипе тата 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла. Ăшă маскăна пите сĕрмелле, 10-15 минутран сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Маска витĕмне вăйлатма ăна сĕрес умĕн пит çине 2-3 минута вĕри компресс хурсан лайăх.

Pages