АЛĂ ТА ЯПĂХАТЬ
Алă ялан ĕçре, çавăнпа ÿчĕ час-часах япăхать. Ăна кирек мĕнле ÿсĕмре те пулăшу кирлĕ.
- Кăмпа е пахча çимĕç тасатнă хыççăн алă ÿчĕ тĕксĕмленсен 1 чей кашăкĕ сахăр хушнă супăньлĕ шыпа çуни те çителĕклĕ. Витĕмне вăйлатма ÿте лимон касăкĕпе сăтăрма, ун хыççăн ахаль шывпа чÿхеме юрать. Лимон çук-и? Алла панулми хуппипе сăтăрмалла та ăшă шывпа чÿхемелле. Е лимон сĕткенне кăштах тăвар хушсан темĕнле вараланчăкран та хăтăлма пулать.
Кăшман, çырла е кăмпа тасатас умĕн пÿрнесен вĕçĕсене лимон касăкĕпе сăтăрмалла та типме памалла - алă ÿчĕ сăрланмĕ.
- Алă ÿчĕ хытă кушăрхасан шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçи пулăшать. Çулçăсене çумалла, тÿмелле /типписене малтан вĕри шывпа пăшăхласа илмелле/, пĕр виçепе чĕрĕ сĕтпе хутăштармалла.
Ÿте çавăн пекех хура хăмла çырлин, паланăн, хăмла çырлин, шапа хупаххин вĕтетнĕ çулçисемпе пĕр виçепе илнĕ турăх е хăйма /типĕ ÿт валли/ хутăшĕ лайăх нÿретет. Шапа хупаххин, эмел курăкĕн /ромашка лекарственная/, шурă армутин /полынь горькая/ тата çĕрулми крахмалĕн шĕвекĕ те çакăн пек витĕм кÿрет. Кашни курăка 1-ер апат кашăкĕ илмелле те тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла. 20 минутран сăрăхтармалла, 1 чей кашăкĕ крахмал хушмалла.
Çак маскăсенчен кирек хăшне алăсене сĕрсе 15-20 минут тытмалла. Унтан нÿрĕ мамăкпа шăлса тасатмалла, тутлăхлă крем сĕрмелле. Маскăсене черетлеме те юрать, анчах процедурăна урама тухас умĕн тумалла мар.
- Чĕрне тĕлĕнчи ÿт чĕрпĕкленсен йодпа сода хушнă вĕри ванна кирлĕ. 2 стакан вĕри /40-42 градус/ шывра 2 чей кашăкĕ апат соди тата 3 тумлам йод ирĕлтермелле. Унта алăсене чиксе лармалла. Унтан чĕрпĕкленнĕ ÿт çине календула настойкинче йĕпетнĕ мамăк хумалла, 1 минут тытмалла та сар çип ути /зверобой/ çăвĕ сĕрмелле.
- Чĕрнесене çирĕплетме ăвăс пÿрнескесем пулăшаççĕ. Пыл карасĕн ăвăсне вăтам икĕ касăк илсе вĕрекен шыв мунчине савăтпа лартса ирĕлтермелле. Унтан ăшă ăвăса чĕрнесене чиксе лармалла. 10-15 минутран хытнă ăвăса чĕрнесем çинчен асăрханса сÿсе илмелле. Процедурăна эрнере 2 хут тумалла.
- Ÿте тасатма, апатлантарма кĕленче савăтра /пушă крем банки те юрать/ 3 апат кашăкĕ сĕлĕ çăнăхне е кофе арманĕпе авăртнă сĕлĕ хăрпăкне, 1 апат кашăкĕ тип çăва, 1 апат кашăкĕ сĕте, 1 чей кашăкĕ пыла хутăштармалла. Крема алăсене эрнере 2-3 хут /кирлĕ пулсан ытларах та/ каçсерен сĕрмелле. Полиэтилен е резина перчетке тăхăнмалла, 15 минут тытмалла. Массаж хусканăвĕсемпе ăшă шывпа çуса тасатмалла. Алăсене шăлмалла мар, хăйсем тĕллĕн типме памалла. Çак кремпа скраб вырăнне усă курма та юрать.
Комментари хушас