Комментари хушас

1 Ака, 2015

АЛĂ ТА ЯПĂХАТЬ

Алă ялан ĕçре, çавăнпа ÿчĕ час-часах япăхать. Ăна кирек мĕнле ÿсĕмре те пулăшу кирлĕ.

  •  Кăмпа е пахча çимĕç тасатнă хыççăн алă ÿчĕ тĕксĕмленсен 1 чей кашăкĕ сахăр хушнă супăньлĕ шыпа çуни те çителĕклĕ. Витĕмне вăйлатма ÿте лимон касăкĕпе сăтăрма, ун хыççăн ахаль шывпа чÿхеме юрать. Лимон çук-и? Алла панулми хуппипе сăтăрмалла та ăшă шывпа чÿхемелле. Е лимон сĕткенне кăштах тăвар хушсан темĕнле вараланчăкран та хăтăлма пулать.

Кăшман, çырла е кăмпа тасатас умĕн пÿрнесен вĕçĕсене лимон касăкĕпе сăтăрмалла та типме памалла - алă ÿчĕ сăрланмĕ.

  •  Алă ÿчĕ хытă кушăрхасан шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçи пулăшать. Çулçăсене çумалла, тÿмелле /типписене малтан вĕри шывпа пăшăхласа илмелле/, пĕр виçепе чĕрĕ сĕтпе хутăштармалла.

Ÿте çавăн пекех хура хăмла çырлин, паланăн, хăмла çырлин, шапа хупаххин вĕтетнĕ çулçисемпе пĕр виçепе илнĕ турăх е хăйма /типĕ ÿт валли/ хутăшĕ лайăх нÿретет. Шапа хупаххин, эмел курăкĕн /ромашка лекарственная/, шурă армутин /полынь горькая/ тата çĕрулми крахмалĕн шĕвекĕ те çакăн пек витĕм кÿрет. Кашни курăка 1-ер апат кашăкĕ илмелле те тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла. 20 минутран сăрăхтармалла, 1 чей кашăкĕ крахмал хушмалла.

Çак маскăсенчен кирек хăшне алăсене сĕрсе 15-20 минут тытмалла. Унтан нÿрĕ мамăкпа шăлса тасатмалла, тутлăхлă крем сĕрмелле. Маскăсене черетлеме те юрать, анчах процедурăна урама тухас умĕн тумалла мар.

  •  Чĕрне тĕлĕнчи ÿт чĕрпĕкленсен йодпа сода хушнă вĕри ванна кирлĕ. 2 стакан вĕри /40-42 градус/ шывра 2 чей кашăкĕ апат соди тата 3 тумлам йод ирĕлтермелле. Унта алăсене чиксе лармалла. Унтан чĕрпĕкленнĕ ÿт çине календула настойкинче йĕпетнĕ мамăк хумалла, 1 минут тытмалла та сар çип ути /зверобой/ çăвĕ сĕрмелле.
  •  Чĕрнесене çирĕплетме ăвăс пÿрнескесем пулăшаççĕ. Пыл карасĕн ăвăсне вăтам икĕ касăк илсе вĕрекен шыв мунчине савăтпа лартса ирĕлтермелле. Унтан ăшă ăвăса чĕрнесене чиксе лармалла. 10-15 минутран хытнă ăвăса чĕрнесем çинчен асăрханса сÿсе илмелле. Процедурăна эрнере 2 хут тумалла.
  •  Ÿте тасатма, апатлантарма кĕленче савăтра /пушă крем банки те юрать/ 3 апат кашăкĕ сĕлĕ çăнăхне е кофе арманĕпе авăртнă сĕлĕ хăрпăкне, 1 апат кашăкĕ тип çăва, 1 апат кашăкĕ сĕте, 1 чей кашăкĕ пыла хутăштармалла. Крема алăсене эрнере 2-3 хут /кирлĕ пулсан ытларах та/ каçсерен сĕрмелле. Полиэтилен е резина перчетке тăхăнмалла, 15 минут тытмалла. Массаж хусканăвĕсемпе ăшă шывпа çуса тасатмалла. Алăсене шăлмалла мар, хăйсем тĕллĕн типме памалла. Çак кремпа скраб вырăнне усă курма та юрать.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.