Хула кунĕ

20 Çурла, 2014

«Стрижсем» вĕçсе кайнă

Ĕнер «Стрижи» авиаци ушкăнĕ Шупашкарпа сыв пуллашса хăйĕн авиабазине çул тытнă. Летчиксем палăртнă тăрăх - вĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулине питĕ килĕштернĕ.

Юлашкинчен вĕсем Шупашкарсене тĕпĕр хут тĕлĕнтернĕ: авиашоу вăхăтĕнче МИГ летчикĕ Павел Капустин хулан çуралнă кунĕ вăхăтĕнче хăйне евĕр сăн ÿкерчĕксем тунине никам та пĕлмен. Унăн объективне «Стрижсене» сăнакан 200 пин çын кĕнĕ. Çав самантра вăл 300 метр çÿллĕшĕнче вĕçнĕ.

19 Çурла, 2014

Шупашкар - чăваш чĕри

Шупашкар - чăваш халăхĕн тăван çĕр-шывĕн тĕп хули. Эпир Аслă Раççее чунран юрататпăр. Чăваш Ене те çав туйăмпах, иксĕлми хăватпа саватпăр. Анне пĕртен-пĕрре пулнă пек, тăван çĕр-шыв та темиçе мар. Эпир тĕнчене чăваш пулса килнĕ, Шупашкар вара - чăваш чĕри. Кăçал унăн 545 çулне чысларăмăр. Тĕрĕссипе, вăл унран самай ватăрах пулни пирки иккĕленÿ çук.

9 Çурла, 2014

Шоуна Китай манахĕсем те хутшăнĕç

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхине сакăр сехетре «Энергия» стадиона пухăннă Шупашкарсем питĕ хăйне евĕр шоупа паллашĕç. Кунта çĕр-шыври профессионал кĕрешÿçĕсен «Чемпионсен Кубокĕ» турнир иртĕ. Унта Китайри Шаолинь манахĕсен делегацийĕ те хутшăнĕ.

Pages