Хула кунĕ

22 Çурла, 2015

Юратнă хула çĕнтерме вăй парать

Иртнĕ эрнере Шупашкар çуралнă кунне анлă паллă турăмăр. Шĕкĕр хуламăр 546 çул тултарчĕ. Вăл куç умĕнчех илемленсе, сарăлса, вăйланса пынине сăнама кăмăллă. Кăçалхи уяв программи те пуян пулчĕ.

20 Çурла, 2015

ШУПАШКАР - çĕнтерÿсен хули!

Августăн 16-мĕшĕнче юратнă Шупашкар çуралнă кунне анлăн паллă турĕ. Вăл 546 çул тултарчĕ! Атăл хĕрри халăх чылай пухăннăран кĕрлесе-шавласа çеç тăчĕ. Нумай çĕрте тĕрлĕ мероприяти пулчĕ, аттракционсем ĕçлерĕç. Тунсăхлама пĕрре те вăхăт çукчĕ. Пур çĕрте те хаваслă кĕвĕ-юрă янăрарĕ.

18 Çурла, 2015

Уявсем пире вăй-хал параççĕ, ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ

Шупашкар йĕркеленнĕренпе 546 çул çитнĕ май иртнĕ вырсарникун тĕп хула анлă та пысăк уяв лаптăкне çаврăнчĕ тени те вырăнлă. Вун-шар мероприяти иртрĕ, вĕсене пиншер çын хутшăнчĕ.

Хула çийĕн «вĕршĕнсем» вĕçеççĕ

21 Çурла, 2014

Раççей министрне тав тунă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей оборона министрне Сергей Шойгуна Раççей Сывлăш-çар вăйĕсен «Стрижсен» пилотаж ушкăнĕн Шупашкар кунĕнчи манăçми кăтартăвĕшĕн тав тунă.

«Шупашкар хула кунĕнче питĕ ăста летчиксен авиашоуне 300 пин ытла çын пысăк кăмăлпа сăнанă. Унсăр пуçне Чăваш Енре пурăнакан 7 пин ача ятарласа йĕркеленĕ экскурсисем вăхăтĕнче пилотаж ушкăнĕн членĕсемпе курнăçма, мухтавлă «МиГ»-сене сывлăшра кăна мар, çĕр çинче те курма пултарнă.

Pages