ШУПАШКАР - çĕнтерÿсен хули!

20 Çурла, 2015

Августăн 16-мĕшĕнче юратнă Шупашкар çуралнă кунне анлăн паллă турĕ. Вăл 546 çул тултарчĕ! Атăл хĕрри халăх чылай пухăннăран кĕрлесе-шавласа çеç тăчĕ. Нумай çĕрте тĕрлĕ мероприяти пулчĕ, аттракционсем ĕçлерĕç. Тунсăхлама пĕрре те вăхăт çукчĕ. Пур çĕрте те хаваслă кĕвĕ-юрă янăрарĕ. Ачасен те, аслисен те пичĕсенче йăл кулă çиçрĕ. Кĕçĕннисем тĕрлĕ аттракционсем çинче ярăнса-çаврăнса хавхаланчĕç, тĕрлĕ кучченеçпе сăйланчĕç.

Тĕрĕссипе, хула кунне халалланă мероприятисем август пуçламăшĕнченех пыраççĕ. АвтоАрена-2015 автокуравра тĕрлĕ автомобиль тата мотоцикл техникăпа кăсăкланакансене çеç мар, ыттисене те илĕртрĕç. Кăмăла кайнă машинăпа е мотоциклпа сăн ÿкерĕнекенсем чылаййăн пулчĕç. Каçкÿлĕм Хĕрлĕ лапамри Чăваш патшалăх драма театрĕ умĕнче йĕркеленĕ сцена çинче концерт тата ташă флешмобĕ иртрĕ - ертÿçĕ кăтартнă ансат хусканусене кашниех кăмăлтан пурнăçларĕ. Шупашкарти çамрăк юрăçсен ушкăнĕсем пухăннисене хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

Августăн 16-мĕшĕ. Хула кунĕ. Вăл йăлана кĕнĕ «Çăлтăрпа пĕрле зарядка» тунинчен пуçланчĕ. Кăçал ăна тĕнчипе паллă кĕрешÿçĕ, боксер Сергей Харитонов ертсе пычĕ. Хăнасемпе хула çыннисем хаваспах хутшăнчĕç унта.

Шыв вăййисен фестивалĕ те пухăннисене Атăл çыранĕ хĕррине пухăнма хистерĕ. Шупашкар кÿлмекĕнче шыв мотоциклĕсен чуна пăлхатакан та хумхантаракан ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Эх, еплерех мăнаçлă Атăл шывне касса, вирхĕнсе ишрĕç вĕсем!

Кашнийĕ куç илми сăнарĕ аквабайк шоуна. «Аçтаха-кимĕсен» ăмăртăвĕ те асра юлмалла иртрĕ. Темиçе ушкăн кĕсменсемпе шыва парăнтарса мала тухассишĕн ăнтăлчĕ. Пĕрремĕш вырăна республикăри ача-пăчапа çамрăксен Олимп резервĕсен 2-мĕш шкулĕн биатлонисчĕсен ушкăнĕ, иккĕмĕшне педагогика университечĕн студенчĕсем тухрĕç.

Шыври спорт вăййисене курса тĕлĕнсе те ĕлкĕреймерĕмĕр - тÿпе чуна çÿçентермелле кĕрлесе кайрĕ. Анчах пурте хăйсене лăпкăн тытрĕç, пĕлетпĕр-çке: хула кунне уявлама Чăваш Ене Раççей тÿпе çарĕн мухтавĕ - «Вĕршĕнсем» вĕçсе килнĕ! Акă вĕсем тăваттăн Атăл çийĕн кĕрлесе хăпарчĕç, пухăннисем куç илми сăнарĕç çиçĕмле хăвăртлăхпа вирхĕнекен истребительсене. Сывлăшра тĕрлĕ трюксем турĕç, куçран çухаличчен çÿлелле хăпарса аялалла хурчка пек ыткăнса, пуç хĕрлĕ çаврăнса тата тем тĕрлĕ «фокус» кăтартса тĕлĕнтерчĕç «Вĕршĕнсем». Асран кайми вĕçев пулчĕ ку!

Тĕлĕнмелли çакăнпа кăна вĕçленмерĕ-ха. Тепĕр массăллă курăмлăх - джигитовка - Анне палăкĕ патĕнчи çеремре иртрĕ. Джигитовка - тĕрĕк чĕлхинчен «хăюллă юланутçă» тесе куçать. Чăнах та, лаша сиккипе чупса пынă çĕртех хусканусем тума хастаррисемпе паттăррисем кăна пултараççĕ. Çакна çирĕплетсе пачĕç те ĕнтĕ «Отрадный» лаша спорчĕн клубне çÿрекен хĕрсемпе каччăсем. Чуна тыткăнлакан трюксемсĕр пуçне кăсăк инсценировкăсем те кăтартрĕç маттурсем. Учĕсем вара вĕсен тăпăртатса çеç тăчĕç.

Спорт мероприятийĕсемпе чăнах та пуян пулчĕ çак кун. Хĕрлĕ лапамра «Шупашкар хал паттăрĕ» экстримра чи вăйлисем тупăшрĕç. Ултă тонна çурă таякан грузовика вырăнтан куçарма та нимĕн та мар иккен пăхаттирсемшĕн! Тем йывăрăш япаласене куçарассипе-çĕклессипе пирĕн ентеш Дмитрий Смирнов палăрчĕ, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Чыс та мухтав!

Атăл хĕрринче çеç мар, Шупашкар урамĕсенче те тĕрлĕрен фестиваль-конкурс иртрĕ. Каç кÿлĕм «Пултарулăх бульварĕ» АРТ-проект уçăлчĕ. Пурĕ 80 ытла интерактивлă лаптам ĕçлерĕ. Пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕç пуль вĕсем. «Пултарулăх бульварĕ» хăйĕн ятне тÿрре кăларчĕ: чĕрĕ сасăпа юрлакансен концерчĕ, илемлĕ ÿкерекенсем, тăмран савăт-сапа йăваласа ăсталакансем, пултарулăх лабораторийĕсем, спорт лаптăкĕсем тата ытти те куçа йăмăхтарчĕ, ватти-вĕттине хăй тавра пухрĕ. Пĕрремĕш лаптамра тĕрлĕ ташă жанрĕн «Ташлакан хула» фестивалĕ саркаланчĕ. Инçех мар Раççейри Литература çулталăкне тата Аслă Çĕнтерĕве 70 çул пулнине халалланă тематика кĕтесĕсем вырнаçнăччĕ.

Талантсен бульварĕ пултарулăхпа çеç çырлахмарĕ. Спорт лаптăкĕсем те чылайччĕ кунта. Фитнес-аэробикăпа, каратэ тата такуан кĕрешÿ мелĕсене кăтартакан мастер-классем кашнинех килĕшрĕç. Сĕтел çи теннисне, шашка-шахматла выляма та май пурччĕ. Кăмăла каякан тĕсе суйла çеç.

«Пултарулăх бульварĕ» талантсене пĕрлештерчĕ, вĕсене çывăхлатрĕ. Ку ырă йăлана малашне те тытса пымаллах.

«Эпир мăшăрланатпăр!» туй парачĕ вара хăйĕн илемĕпе, черченлĕхĕпе тыткăнларĕ. Унта кăçал та, пĕлтĕрхи пекех 10 ушкăн хутшăнчĕ. Шурă кĕпеллĕ пикесем йăл куллисемпе кĕр енне сулăннă сулхăн çанталăка та ăшăтрĕç тейĕн. 300 яшпа хĕр-упраç утрĕ мăшăрсен парадĕнче.

Хула кунне халалланă хăйĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе тата хит-релĕхĕпе уйрăлса тăракан тепĕр мероприяти - «Город с небес» сывлăшра «ишекенсен» фестивалĕ. Августăн 15-16-мĕшĕсенче курма май килчĕ çÿлелле кармашса тăракан илемлĕ аэростатсене. Каçхине вара вĕсем шалтан тĕрлĕ çутăсемпе асамлăн çуталчĕç. Пĕр-пĕр кинори фантастика тĕнчи пекех курăнатчĕ çакă. Пысăк «хăмпăсемпе» ярăнма та май пурччĕ Шупашкар хăнисемпе çыннисен. 200 ытла çын юратнă хулана çÿлтен сăнаса киленчĕ. Фестивале Мускаври «Воздухоплаватели» клуб ĕçченĕсем килнĕччĕ.

Хулана каç сĕмĕ хуплама пуçласан Анне палăкĕ патĕн-че йĕркеленĕ сцена патĕнче OPENAIR - уçă сывлăшри дискотека - пуçланчĕ. Хаваслă та вăйлă янăракан кĕвĕ чылай çамрăка пуçтарчĕ лаптама. Тĕрлĕ тĕслĕ çутăсен вылявĕ кăмăла çĕклерĕ. Калăн, савăнмалăх тата мĕн кирлĕ-ши? Чи кĕтнĕ самант вара каçхи тăхăр сехетре тинех çитрĕ. Темиçе çĕр çамрăк Хĕрлĕ лапама хулан кашни кĕтесĕнчен киле-киле пухăнчĕ. Каччăпа хĕрсен юхăмĕ пĕр çĕре пуçтарăнма ăнтăлнин сăлтавĕ - хула кунне уявлама «Звери» Раççейри популярлă рок ушкăн килсе çитни. Çавăнпа-тăр республика çамрăкĕсем пĕр-икĕ сехет маларах драма театрĕ умĕнчи сцена патне пыма пуçларĕç. Чăн-чăн фанатсем вара унăн çывăхнех иртме тăрăшрĕç. Ертÿçĕ ушкăн тухасса пĕлтерсенех Атăл çийĕн пин-пин хаваслă çамрăк сасси янăрарĕ. Рома Билык Ÿушкăн солисчĕŸ халăх умĕнче курăнсан алăсене çÿлелле çĕклесе саламларĕ. Миллионсен кумирĕ фонограммăсăр юрларĕ, çакă пухăннисен кăмăлне тата ытларах уçрĕ. Пурте пĕлекен юрăсем янăрама пуçласан вара çĕр-çĕр çамрăк сасси хор пулса «Звери» ушкăнпа пĕрле кирек мĕнле юрăç та ăмсанмалла шăрантарчĕ. «Эсир аван юрлатăр иккен», - хавхалантарчĕ Рома Билык хăйĕн фаначĕсене. Шел те, концерт пĕр сехетренех вĕçленчĕ. Ушкăн сцена çинчен кайсанах пин-пин фейерверк тÿпене тĕрлĕ тĕспе çутатса ячĕ. Уява хула кунне халалланă чаплă салют вĕçлерĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.