Уявсем пире вăй-хал параççĕ, ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ

18 Çурла, 2015

Шупашкар йĕркеленнĕренпе 546 çул çитнĕ май иртнĕ вырсарникун тĕп хула анлă та пысăк уяв лаптăкне çаврăнчĕ тени те вырăнлă. Вун-шар мероприяти иртрĕ, вĕсене пиншер çын хутшăнчĕ.

Хула çийĕн «вĕршĕнсем» вĕçеççĕ

Хула кунĕнче Шупашкара Раççей ВВСĕн аслă пилотажăн чапа тухнă «Стрижи» ушкăнĕ саламласси йăлана кĕчĕ тесен те юрать. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Шăпах çак авиашоу уявăн тĕп пайĕ темелле - ăна курма хула çыннисем кăна мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем те пухăннă.

Шупашкара маларах вĕçсе килнĕ май летчиксем августăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонти çĕнĕ 200-мĕш садике уçма хутшăнчĕç. Шăпах вĕсене хисеплесе садике «Стрижи» ят панă. Ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне саламланă май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсен влаçĕсене ача сачĕсенчи черетсене пĕтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса пама хушнине аса илтерчĕ. Юлашки çулсенче республикăра 40 ытла садик тунă е реконструкциленĕ, ку ĕçе малалла тăсаççĕ.

«Стрижи» ушкăн членĕсем садике хăйсен командин ятне панăшăн тав турĕç, кунта воспитани илекен арçын ачасенчен хăшĕ те пулин çитĕнсен пилотаж ушкăнне кĕрессе шаннине палăртрĕç.

Пухăннисене çавăн пекех Патшалăх Думин комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ыттисем саламларĕç. Пурте пĕрле садикпе паллашрĕç. Çĕнĕ ача сачĕ - 174 вырăнлăх. Условисем хăтлă - пурте кăмăллă пулĕç.

Авиашоу вара вырсарникун кăнтăрла пуçланчĕ. Çар летчикĕсем аслă пилотаж фигурисене кăтартса тĕлĕнтерчĕç. Е çуртсем çийĕнех вĕçсе иртнĕн туйăнать, е тата çÿле-çÿле - 2000 метр таран - çĕкленеççĕ, сехетри хăвăртлăхĕ - 800 километр таран. Авиашоуна курма пухăннисен йышĕ - 300 пин çын патнелле. Вĕсене пăхатăн та - чăннипех мăнаçлăх туйăмĕ çуралать.

Илемлĕ авиашоушăн летчиксене тав туса ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев сăмах каларĕ. Сăмах май, кăçал «Стрижи» ушкăн 24 çул тултарнă. Çак тапхăрта «вĕршĕнсем» тĕнчери чи сумлă мĕнпур авиашоура хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Пилотсем хăйсем каланă тăрăх - шоу фигурисем сывлăшри ахаль акробатика кăна мар, вĕсем çапăçу вăхăтĕнче те кирлĕ пулма пултараççĕ. Паллах, пилотсене пĕртте çăмăл мар, шоури вĕçев вăхăтĕнче летчик çивĕч лару-тăрура хăйĕн йывăрăшне те нумай, виçĕ килограмм таран, çухатать-мĕн.

Шоу вĕçленнĕ май самолетсен таврана кисретсе тăнă шавĕ сирĕлнĕ хыççăн пин-пин çын летчиксен ячĕпе алă çупса, кăшкăрса тав турĕ.

Пурте - зарядкăна!

Спорта юратакансем юратнă хулана çуралнă кун ячĕпе çăлтăрпа пĕрле тăвакан, йăлана кĕнĕ массăллă зарядкăна тухса саламларĕç.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та кунтах. Вăл пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн, спортпа туслă пулнăшăн тав туса саламларĕ: «Сывă кĕлеткере - сывă кăмăл-туйăм!»

Михаил Васильевич республикăра сывă пурнăç йĕркин пропагандине патшалăх политикин шайне çĕкленине палăртрĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енре спорт обћекчĕ нумай тунине, картишсенче спорт оборудованийĕ вырнаçтарнине аса илтерчĕ. «Çăлтăр» ролĕнче вара ку хутĕнче тĕнчипе паллă Сергей Харитонов, хăвăрт утас енĕпе Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова пулчĕç - хула çыннисемпе пĕрле зарядка турĕç.

Аса илтерер: хăйĕн массăллă зарядкăсем ирттерессипе çыхăннă йăлипе Шупашкар 2013 çултах тĕнче историйĕн страницине кĕнĕ - зарядкăна хутшăнакансен йышĕпе Раççей тата Европа рекорчĕсене çĕнетнĕ. Ун чухне, 2013 çулхи августăн 18-мĕшĕнче, Шупашкарта ирхи зарядкăна харăсах 28 250 çын тухнă.

Шăматкун вара Шупашкарти «Спартак» стадионра Пĕтĕм тĕнчери профессионалсен «Чемпионсен Кубокĕ» кĕрешÿ турнирĕ пулчĕ - ăна та Хула кунне халалланă.

- Тухăç кĕрешÿ мелĕсемпе туслă пулмашкăн хăюлăхпа характер кирлĕ. Пирĕн çамрăксем спортăн çак тĕсĕпе ытларах та ытларах интересленеççĕ, ăнăçлă кĕрешсе Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче çĕнтереççĕ, - терĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев спортсменсене саламланă май.

Ку енĕпе темиçе хут тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ Сергей Харитонов Шупашкарта ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ май пирĕн çамрăк ентешсен пултарулăхĕ пысăккине палăртрĕ. Республикăри «Кикбоксинг ассоциацийĕ» общество организацийĕн президенчĕ Алексей Соловьев кĕрешÿçĕсене явăçтарса пысăк шоу йĕркеленĕшĕн республика тата хула ертÿçисене тав турĕ.

Кĕрешÿ вара чăннипех çивĕч пулчĕ. Турнир программипе килĕ­шÿллĕн профессионалсем Европа чемпионĕн ячĕшĕн тупăшрĕç. 71 кг таран виçе категорийĕнче Артур Шишокин /Шупашкар/, Узбекистан чемпионĕ Нуриддин Джамалов вăй виçрĕç. Турнира çавăн пекех Дагестан, Мускав спортсменĕсем те хутшăнчĕç.

Пултаруллисен бульварĕ, савакансен пусми

«Пултарулăх бульварĕ» - Гагарин урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ лапама çитиех. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев арт-проекта хутшăнакансемпе мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕрле паллашрĕ.

Йышлă интерактивлă лапамсенче пултарулăх командисем вырнаçнă - вĕренÿ заведенийĕсенчен пуçласа пысăк компанисен представителĕсем таранах. Хĕрлĕ лапамра Михаил Игнатьев театрализациленĕ «Шупашкар - санăн çĕнтерĕвÿсен хули!» представление пăхрĕ, пухăннисене Хула кунĕ ячĕпе саламланă май пурне те тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав турĕ. «Уявсем пире пĕтĕçтереççĕ, ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ», - терĕ вăл.

Маларах вара Шупашкар 500 çул тултарнине халалланă паркра савăнăçлă лару-тăрура «Савнисен пусми» уçăлчĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, ку - «Этнос Чăваш Енĕ» туризмпа рекреаци кластерĕ» инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн тунă пирвайхи социаллă обћект. «Савнисен пусми, ротонда, уçăлса çÿремелли зона, пĕве - пурте хулана илем кÿреççĕ. Кунта хула çыннисен юратнă кану вырăнĕ пуласси пирки иккĕленместĕп», - терĕ Михаил Васильевич.

Çын ĕçпе илемлĕ

Августăн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хулари предприятисемпе организацисен «Шупашкар - ĕç мухтавĕн хули!» фестивалĕнче пулчĕ. Кунта Шупашкарти пысăк предприятисемпе организацисен представителĕсем пухăннă - уяв тĕлне хăйсен концерт номерĕсене хатĕрленĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре ĕç çынни яланах хисеплĕ пулнине аса илтерчĕ, республикăра ĕç стажне кура ĕç ветеранĕн ятне пама йышăнни çинчен каларĕ. Çавна май 30 пине яхăн ветеран хисеплĕ ят илме пултарнă – хушма çăмăллăхсемпе усă курать. Нумаях пулмасть вара çак ята илмелли стажа 2,5 çул чухлĕ чакарнă - «хисеплисен» йышĕ тата 6,5 пин çын чухлĕ хушăннă.

Михаил Васильевич Чăваш Ен инноваци аталанăвĕ енĕпе Раççейри регионсен хушшинче 5-мĕш вырăн йышăнни, бизнес тытса пымашкăн чи лайăх регионсен теçеткине кĕни пирки каларĕ. Фестивале хутшăннă коллективсене Дипломсемпе чысларĕ.

Паллă ентешĕмĕре чысласа

Хула кунĕнче Шупашкарта тата тепĕр палăк хушăнчĕ - юханшыв портĕнче савăнăçлă лару-тăрура карап тăваканăн Алексей Крылов академикăн палăкне уçрĕç.

Çак ятпа пухăннисене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламларĕ. «Чăваш çĕрĕ хăйĕн ывăлĕсемпе тата хĕрĕсемпе мухтанать, вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ячĕсене Раççей историне çырса хăварнă. Алексей Николаевич Крылов аслă ученăй, академик, математик пулнă, тăван çĕре, хăйĕн ĕçне чунтан юратнă. Вăл карап тăвас ĕç историне кĕрсе юлнипе мăнаçланатпăр!» - терĕ Михаил Васильевич.

Сумлă хăнасем те килнĕ: Раççей Наукăсен академийĕн президиумĕн членĕ, РФ Инженери академийĕн президенчĕ Юрий Гуляев, Раççей Геройĕ, Раççей Карап тăвакансен наукăпа техника обществин президенчĕ Владимир Александров академик тата ыттисем. Юрий Гуляев «Алексей Крылов механикăпа математика, карап тăвас ĕç аталанăвне пысăк тÿпе хывнине» палăртрĕ. Вăл Раççейри инженери ĕçĕн аталанăвĕшĕн питĕ пысăк ĕç тунă. Академик шухăшĕпе, Крылов ячĕ - Жуковский, Менделеев, Королев тата ыттисен ячĕсемпе пĕр ретре.

Палăк авторĕ - Салават Щербаков скульптор. Алексей Крылов ячĕпе Шупашкарта палăк лартассине Раççей Карап тăвакансен А.Н.Крылов ячĕллĕ наукăпа техника обществи пуçарнă. Бронза скульптурăна Атăл çыранĕ çинче вырнаçтарса Шупашкара парнеленĕ.

...Шупашкар 546 çул тултарнине халалланă мероприятисем каçхине «Звери» ушкăн концерчĕпе тата уяв фейерверкĕпе вĕçленчĕç.

Н.ЯКОВЛЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.