Шоуна Китай манахĕсем те хутшăнĕç

9 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхине сакăр сехетре «Энергия» стадиона пухăннă Шупашкарсем питĕ хăйне евĕр шоупа паллашĕç. Кунта çĕр-шыври профессионал кĕрешÿçĕсен «Чемпионсен Кубокĕ» турнир иртĕ. Унта Китайри Шаолинь манахĕсен делегацийĕ те хутшăнĕ.

«Хула кунĕнче питĕ пуян программа пулĕ, кашниех хăйне кăмăла килекен мероприятие хутшăнма пултарĕ. Шаолинь манахĕсем хутшăнакан кĕрешÿ турнирĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансемшĕн чăн-чăн парне пулĕ. Кунг-фу енĕпе палăрнă çак шкул - Китайра йăлана кĕнĕ çапăçу искусстви тата китай халăхĕшĕн культурăпа чĕмлĕх пуянлăхĕ шутланать. Манăн шухăшпа, асăннă турнир хула çыннисемпе хăнисен асĕнче нумайлăха асра юлĕ», - палăртнă хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

Вăй-хал искусствисен уявĕнче тĕнчипе палăрнă кĕрешÿçĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Чăваш Ен çыннисене шоу парнелекен артистсем - ăсталăх шкулĕнче ятарласа вĕреннĕ, кунг-фу искусствине тĕлĕнмелле лайăх пĕлекен чăн-чăн манахсем. Вĕсенчен виçĕ манахĕ - Шупашкарта пĕрремĕш хут. Ас тăвăр, шоу йĕркелÿçисем ахаль çынсене вĕсен трюкĕсене туса пăхма сĕнмеççĕ, хăнăхман çыншăн вăл синкерпе вĕçленме пултарать-мĕн. Аса илтеретпĕр, 1982 çулта «Монастырь Шаолинь» фильм тухнă хыççăн авалхи çак храм /Шаолинь храмĕ/ тĕнчипех палăрнă. Китайри массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх - çулсеренех асăннă мăнастире 1,5 миллион çын çитсе курнă. Турнирта профессионалсен 9 кĕрешĕвĕ пулĕ. Европа чемпионĕн титулĕшĕн Артур Шишкинпа Филипп Пинто Гомес Да Вега голландец кĕрешĕ. Кунсăр пуçне Мускав, Чул хула, Пушкăртстан кĕрешÿçисем те вăй виçĕç.

Роза АНАТОЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.