Малашне те аталан, чечеклен, тĕп хуламăр!

19 Çурла, 2014

Хула кунĕпе саламланă

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкар хулин кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе пĕрле «Пултарулăх бульварĕ» арт-проектра пулнă. Çак вырăн Гагарин урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити тăсăлнă. Интерактив лапамĕсенче 545 артистпа пултарулăх коллективĕ хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Ун хыççăн республика Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн тĕп хули 545 çул тултарнине халалланă «Шупашкар - санăн çĕнтерĕвÿсен хули!» савăнăçлă уява хутшăннă. Çавăн пекех унта авиаци генерал-лейтенанчĕ, Раççей Геройĕ, Шупашкар хулин тата Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов мăшăрĕпе, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Шупашкар - Чăваш Епархийĕн управляющийĕ Варнава Владыка, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, Шупашкар хулин ертÿлĕхĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем, политика партийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем, «Стрижи» вĕçев ушкăнĕнчи летчиксем, официаллă çынсем пулнă.

Михаил Игнатьев хула çыннисемпе хăнасене Хула кунĕпе саламланă, хăйсен хулине юратакан, ăна пĕрлехи вăйпа пушшех те илемлетекен Шупашкарсене тав тунă.

«Чăваш Ен тĕп хулипе сывлăшран та, космосран та киленме май пур, мĕншĕн тесен Шупашкар - питĕ илемлĕ хула», - тенĕ авиаци генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов.

Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 545 çул çитнине халалланă мероприятисем Лариса Долина концерчĕпе тата уяв фейерверкĕпе вĕçленнĕ.

Килĕштерсе ĕçлессине анлăлатасшăн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Намиби Республикин Окаванго провинцийĕн тата унăн тĕп хулин Рунду делегацийĕпе тĕл пулу ирттернĕ. Хăнасем Шупашкар 545 çул тултарнин мероприятийĕсене хутшăнма килнĕ.

Республика Пуçлăхĕ хăнасене Чăваш Республикин экономика хăвачĕ çинчен пĕлтернĕ, пĕр-пĕриншĕн усăллă икĕ енлĕ çыхăнусене малалла анлăлатма хатĕр пулнине каланă.

«Пĕтĕм тĕнчери лару-тăру çĕнĕ шая куçать. Пирĕн тĕллев, Африка çĕр-шывĕсемпе Раççей регионĕсен тĕллевĕ - пĕрле килĕштерсе ĕçлемелли çулсем тупасси», - палăртнă вăл.

Хăнасем професси пĕлĕвĕн, агропромышленноç комплексĕн, суту-илÿпе сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче тата ытти енĕпе çыхăну тытма кăмăл пуррине пĕлтернĕ, ăшшăн та тарават йышăннăшăн тав тунă.

Ĕç мухтавĕн хули

Тĕп хулара промышленноç предприятийĕсен «Шупашкар - ĕç мухтавĕн хули» фестивалĕ иртнĕ. Пĕрремĕш фестивале хутшăннисене Хĕрлĕ лапамра М.Игнатьев саламланă.

«Шупашкар çулсеренех капăрланса, ÿссе, аталанса пырать. Хăнасем эпир еплерех илемлĕ хулара пурăннăран пире ăмсанаççĕ. Юлашки виçĕ çулта демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру лайăхланать, виççĕмĕш е ытларах ача çуратакансен йышĕ ÿсет - çаксем Шупашкарсем ыранхи куна шанса пурăннине çирĕплетеççĕ», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Фестивале хутшăннисене вăл Тав çырăвĕсем панă. Вĕсене хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламланă.

Уявра хулари тĕп предприятисен ĕçченĕсем, тĕрлĕ професси çыннисем пысăк сцена çине пуçласа тухнă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

«Чемпионсен кубокĕ» турнир иртнĕ

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти «Энергия» стадионта Пĕтĕм тĕнчери профессионал кĕрешÿçĕсен турнирĕ - «Чемпионсен кубокĕ» - иртнĕ.

Раççей Кикбоксинг федерацийĕн вице-президенчĕ Ришат Саяпов сумлă шоуна ирттерме пулăшнăшăн республикăпа хула ертÿлĕхне тав тунă.

Турнира хутшăннисене, куракансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Пĕтĕм тĕнчери Кунг-фу федерацийĕн генеральнăй секретарĕн çумĕ Наталья Матвеенко тата Чăваш Республикин кикбоксинг ассоциацийĕн президенчĕ Алексей Соловьев саламланă.

Шоу вăхăтĕнче профессионал боксерсен кĕрешĕвĕ иртнĕ. Унта Шупашкар çынни Константин Питернов çĕнтернĕ.

Ирхи зарядкăна - çăлтăрпа пĕрле

Вырсарни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе «Ирхи зарядкăна - çăлтăрпа пĕрле» хавхаланса хутшăннă.

«Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пире чăннипех те шаннине кăтартрĕ - юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ ирттерме хушрĕ. Ку вăл пирĕн пĕрлехи çĕнтерÿ. Сире çакăнпа саламлатăп! Çынсен чĕрисем спорт урлă çывăхланаççĕ. Сывă пултăр спорт! Спорта юратакансене мухтав!» - тенĕ М.Игнатьев.

Иртнĕ ирхи зарядка Шупашкар кÿлмекĕ патне хулара пурăнакансемпе хăнасене - тĕрлĕ ÿсĕмри пин-пин çынна - пухнă. Легендăна кĕнĕ Шаолинь мăнастирĕн манахĕсем тата Намиби Республикин делегацийĕ ятарлă хăнасем пулса тăнă.

«Аквабайк - Шоуна» опытлă спортсменсем хутшăннă. Хусанти чи лайăх аквабайкерсем шыв çинче /фристайл енĕпе каскадерсем/ хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Унтан уява хутшăнакансем «Стрижи» вĕçев ушкăнĕн маçтăрлăхĕпе киленнĕ.

 

Çĕрлехи хулапа - велосипедпа

Шăмат кун Шупашкарта «Çĕрлехи хула тăрăх» велочупу иртнĕ.

«Велосипед спортне юратакансем - йывăрлăхран хăраман çынсем. Вĕсемшĕн кирек мĕнле çанталăк та чăрмав мар. Эсир - хăюллă, паттăр, мал ĕмĕтлĕ, çирĕп кăмăллă çынсем. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çамрăксемпе мăнаçланатăп, вĕсем нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Велосипедçăсем каçхи 10 сехет те 30 минутра Хĕрлĕ тÿремрен старта тухнă та тĕрлĕ çутăпа йăлтăртатакан кÿлмек тавра çаврăннă.

Юррисем ăшă туйăмсем çуратаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эстрада тата джаз юрăçипе, РФ халăх артисткипе Лариса Долинăпа тĕл пулнă.

Республика Пуçлăхĕ паллă артистка хăйĕн ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе совет тата Раççей эстрада аталанăвне пысăк тÿпе хывнине, нумай çул хăйĕн чун-чĕре ăшшине, вăй-халне куракансене парнеленине палăртнă. Лариса Долина юррисем çынсенче чи ăшă туйăмсем çуратаççĕ.

Юрăç Шупашкар çав тери килĕшнине, Раççей регионĕсенче юрлама кăмăлланине пĕлтернĕ.

Лариса Долина юррисене пин-пин çын итлесе савăннă, кăмăл-туйăмне çĕклентернĕ.

Н.ПЕТРОВА

Рубрика: 
Автор: