Пĕрлехи ĕç пулăшать

14 Авăн, 2019

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле районĕнче пулчĕ, Çĕмĕрле хула кунне халалланă уява хутшăнчĕ.

Чи малтанах вăл Хутар салинче вертолет палăка уçнă мероприятие хутшăнчĕ. «Арçыннăн çĕршыв хÿтĕлевçи пулмалла. Çак палăка курса ÿсекен ачасем чăн-чăн патриот пулассинче иккĕленместĕп», — терĕ Михаил Васильевич. Чăнах та, Хутарти пĕлÿ çуртĕнчен вĕренсе тухакансем çирĕп кăмăллă, хастар, хăюллă. Чи маттуррисем Сызраньти аслă çар авиаци училищĕн вĕренме кĕреççĕ. Кăçал аттестат илнĕ Данила Петров та вертолетчик пулас ĕмĕтпе асăннă училищĕн курсанчĕсен ретне тăнă.

Çĕмĕрлери культурăпа кану паркĕ хула çыннисен юратнă вырăнĕ. Кунта ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне çавăтса килет, аслă ăрурисем йывăçсен сулхăнĕпе киленсе çÿреççĕ. Михаил Васильевич та паркпа паллашрĕ, хула çыннисен тав сăмахĕсене, сĕнĕвĕсене итлерĕ. Унтан чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленисене ЧР Пуçлăхĕн сехечĕпе, Тав хучĕпе хавхалантарчĕ. Пухăннисене саламланă май регион ертÿçи пĕрлехи ĕç çитĕнÿ тума пулăшасса палăртрĕ.

Комментари хушас

Новости по теме