«Стрижсем» вĕçсе кайнă
Ĕнер «Стрижи» авиаци ушкăнĕ Шупашкарпа сыв пуллашса хăйĕн авиабазине çул тытнă. Летчиксем палăртнă тăрăх - вĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулине питĕ килĕштернĕ.
Юлашкинчен вĕсем Шупашкарсене тĕпĕр хут тĕлĕнтернĕ: авиашоу вăхăтĕнче МИГ летчикĕ Павел Капустин хулан çуралнă кунĕ вăхăтĕнче хăйне евĕр сăн ÿкерчĕксем тунине никам та пĕлмен. Унăн объективне «Стрижсене» сăнакан 200 пин çын кĕнĕ. Çав самантра вăл 300 метр çÿллĕшĕнче вĕçнĕ.
«Хаклă Шупашкарсем! Тавах сире ăшшăн йышăннăшăн. Пире сирĕншĕн вĕçме питĕ килĕшрĕ. Эпир сире çÿлтен аванах куртăмăр!» - тенĕ сыв пуллашнă май 11 пилотпа 32 механик. «Эпир Шупашкар хулишĕн яланах вĕçме хатĕр!» - çапла илтĕннĕ «Стрижсен» «чипер юлăр!» тени.
Н.КОНДРАТЬЕВА.