Хастаррисем

6 Çурла, 2018

Амăшĕ йĕрсе хĕрне вăрçа ăсатнă

Анастасия Навознова /хĕр чухнехи хушамачĕ Табакаева/ 95-рен иртнĕ ĕнтĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Хĕветĕрьел чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ хĕлле хулара пурăнать, çу кунĕсене тăван ялĕнче ирттерет.

23 Утă, 2018

Пурнăçа юратсан çеç вăй-хал иксĕлми тапать

— Юлташăм шÿтленĕ пек, эпĕ çыхнă пĕтĕм япалана тиеме КамАЗ та çитес çук, — уççăн та ăшшăн кĕтсе илчĕ пире Комсомольски салинче пурăнакан Людмила Симендеева.
Вырăнти культура ĕçченĕсем эпир унăн алă ĕçĕсемпе паллашма пырасса систернĕрен капăр тумĕсене хатĕрлесе хунăччĕ вăл.

2 Ака, 2018

90 çулта ĕçпе, ĕненÿпе пурăнать

Тăхăр вунă çулти çын пирки калаçнă чухне куç умне тÿрех тăнлавĕ аванах кĕмĕлленнĕ шур аппа е сухаллă мучи тухать. Çук-ха, туйине тÿрех тыттарас килмест ăна. Тăхăр теçетке çул кун кунласа та йăпăр-япăрлăхне, вăй-хăватне çухатманнисем пурах. «Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре- ши?» — ыйтас килет вĕсенчен тÿрех. Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, пурнăçра пĕчĕк савăнăçа та пысăка хурса хакланăран пуç усмасăр малалла талпăнма пĕлни пирки сăмах пуçараççĕ вĕсем. Çакă кăна-ши? Паллах, сывлăх çирĕплĕхĕ, чун-чĕре хăвачĕ… Пур пĕрех темскер каласа çитермен пек.

19 Нарăс, 2018

Кунта ĕçчен çынсем пурăнаççĕ

Роза Кармакова 1946 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче кун çути курнă. Шкул хыççăн медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Дипломлă фельдшер-акушер çуралнă тăрăхри Пĕчченхир ялĕнче ĕçе вырнаçнă. Унтан Октябрьски салинчи участок больницине куçнă вăл. Каярах Хуракассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн ертÿçинче ĕçлеме тытăннă. Кĕске вăхăтрах вĕсен туслă, пултаруллă коллективĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Сывлăх сыхлавçисем куçса çÿрекен вымпела тивĕçнĕ.

Pages