Клуб уçтарса концерт лартнă
Çăпата хуçма вĕренменнисене улаха кĕртмеççĕ. Чăваш халăхĕн ăслă каларăшне мĕн пĕчĕкрен ăса хывнă Валентина Христофорова кирек мĕнле ĕçе чуна парса пурнăçлама тăрăшать. Унсăрăн чылай çул каялла хунямăшĕ Евдокия Павловна сĕннипе клубра вăй хума пикеннĕскер культура тытăмĕнче çавăн чухлĕ нумай — 30 çул ытла — тытăнса тăрĕччĕ-и? Самана тĕрлĕ кисренĕвĕнче те килĕшекен ĕçрен писмен, халĕ хăйне асăннă хутлăхран уйрăм курмасть те.