Клуб уçтарса концерт лартнă

23 Раштав, 2019

Çăпата хуçма вĕренменнисене улаха кĕртмеççĕ. Чăваш халăхĕн ăслă каларăшне мĕн пĕчĕкрен ăса хывнă Валентина Христофорова кирек мĕнле ĕçе чуна парса пурнăçлама тăрăшать. Унсăрăн чылай çул каялла хунямăшĕ Евдокия Павловна сĕннипе клубра вăй хума пикеннĕскер культура тытăмĕнче çавăн чухлĕ нумай — 30 çул ытла — тытăнса тăрĕччĕ-и? Самана тĕрлĕ кисренĕвĕнче те килĕшекен ĕçрен писмен, халĕ хăйне асăннă хутлăхран уйрăм курмасть те. Куславкка районĕнчи Пăрмас ялĕнчи культура çурчĕ хăй те Валентина Дмитриевнăсăр, унăн çемйи-тăванĕсемсĕр тăлăххăн курăнас пек туйăнать. Сăмах май, çулталăк каялла журналист çул çÿревĕпе асăннă тăрăха çитсен кивĕ йывăç çурт ял халăхне чун ăшши парнелеме пултарнинчен, кунти хастар ĕçченсем республика шайĕнчи ăмăртусенче палăрнинчен тĕлĕннĕччĕ те. Нумаях пулмасть, чÿк уйăхĕн вĕçĕнче, Пăрмасра никĕсрен хăпартнă икĕ хутлă клуба пысăк уяв йĕркелесе уçрĕç.

— Кунашкал пулăма кĕтсе илессĕн те туйăнмастчĕ. Проекта йышăннă, ăна пурнăçлама пуçласса пĕлнĕ хыççăн та ĕмĕт çитессе пуçа илме йывăрччĕ, — чăннипех хĕпĕртенине пытармасть культура вучахне хĕмлентерекен Валентина Дмитриевна ертÿçĕ.
Чашлама ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Голубева кÿршĕ ял каччине Олег Христофорова качча тухнă. Суту-илÿ училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Куславккари лавккара ĕçлеме тытăннă. Ача çуралсан декрет отпускĕнче каннă. Пĕррехинче, Денис тăватă уйăхра пулнă ун чухне, хунямăшĕ ялти клубра ĕçлекен кирлине пĕлтернĕ кинне. Мăнукне мăшăрĕпе иккĕшĕ пăхма-асăрхама пулнă. Çапла çап-çамрăк хĕрарăм хăйĕн çаврăнăçулăхне çĕнĕ тытăмра тĕрĕслеме пикеннĕ.
— Ял канашĕн ун чухнехи председателĕ Нина Чернова пĕчĕк ача амăшне шеллетчĕ, кăнтăрла тăтăш пырса çÿремессе те пултарнине калатчĕ. Ывăлăм кăшт аталансан ăна пĕрле илсе каяттăм. Хĕлле çунашкапа çула тухаттăмăр. Пĕррехинче киле çитнĕ çĕре пĕчĕкскерĕн пит çăмартисем шап-шурă пулса ларнă. Пепкен питне тăм тивнĕ! — халĕ ĕнтĕ асанне ята та темиçе хутчен илтме ĕлкĕрнĕ вашават хĕрарăмшăн пулни-иртни асран тухмасть.
Паянхи ÿсĕмĕн тÿпинчен хыçа хăварнă сукмака тишкерсен ырри ытларах пулнине, çынсем чун апатне хакланине çирĕплетет вăл. Акă, кăсăклă саманта та куç умне кăларчĕ:
— Кÿршĕ ялсене хĕллехи вăхăтра, юр хÿсе лартсан, лаша кÿлсе çула тухаттăмăр. Анат Шуршу ялĕнче пурăнакан ветеринар хăйсен ялне концертпа пыма йыхравларĕ. Кунне те палăртрăмăр. Халăх пултарулăхĕн ушкăнĕпе — тăван хуçалăхра ĕçлетчĕç пурте — палăртнă тăрăха шăпах лашапа кайма тухрăмăр. Сцена çине тухмалли çи-пуç та, купăс та çунарах. Юр çуса çиелтен хытнă та — çуна çулран аялалла шăвать те каять, эпир çунаран тухса сирпĕнетпĕр. Хамăр кăна-и, япаласем те сапаланаççĕ. Çапла хĕн курса çитрĕмĕр яла. Клуб алăкне çăрапах питĕрнĕ, шалта çутă таврашĕ çук. Унăн ертÿçи çумрах пурăннине пĕлсе килне кайса йыхăрса кăлартăмăр. Ĕç-пуç çинчен ăнлантарсан вăл туххăмрах клуба уçрĕ, хăй ял халăхне, хайхи выльăх тухтăрне чĕнме тухса кайрĕ. Эпир тумтир улăштарса тирпейленнĕ çĕре залра — халăх туп-тулли! Юрларăмăр, ташларăмăр. Анат Шуршусем хĕпĕртесе кучченеçпе те хăналарĕç. Мыскара тени татах пулчĕ çав каç. Натальăпа Галина Якимовăсем çуркунне çинчен юрă шăрантарма тухрĕç те... пĕр çаврăма виçĕ хутчен юрларĕç. Мĕншĕн апла хăтланнине чаршав хыçĕнче тăнă чухнех ăнкарса кулкалама тытăнтăмăр: ара, пирĕн хĕрсем юрă малаллахи сăмахĕсене маннă вĕт! Пур пĕрех хыттăн алă çупрĕç кĕтмен çĕртен ирттернĕ концерта пухăннисем.
Импровизаци сцена çине тухакана çăлнине Валентина Дмитриевна миçе хутчен çирĕплетмен-ши! Вырăнти театр кружокне çÿрекенсем роль калăпланă чухне тĕрлĕ лару-тăруран ăнăçлă тухма унран тĕслĕх илеççĕ. Сăмах май, Театр çулталăкĕ çитĕнÿпе палăрнă Пăрмассемшĕн. Куславкка тăрăхĕнчи театр ушкăнĕсен ăмăртăвĕнче «Хĕрарăм чи лайăх рольне» Валентина Христофорова, «Арçын чи лайăх рольне» унăн ывăлĕ Денис Христофоров калăпланине палăртнă жюри.
— Чăн та, мана пула пĕтĕм çемье, тăван-пĕлĕш, тăхлачă-хăта культура вĕресе тăракан пурнăçне явăçать. Акă, тин çеç клуб çĕнĕ çуртне уçнă тĕле мăшăрăм, ывăлсем ăçта мĕн туса çитерменнине майлаштарма пулăшрĕç, кинĕмсем хăнасем валли сĕтел хатĕрлеме хутшăнчĕç, пурнăçра тăван аннерен кая мар тĕрев парса пыракан 80-ран иртнĕ хуняма — тайма пуçах ăна! — 7-8 кукăль пĕçерсе пычĕ, — хăйĕн чунне выртакан ĕçре çывăх çынсен хавхалантарăвĕ пĕлтерĕшлине палăртать Валентина Дмитриевна.
Çĕнĕ çуртра ĕçлеме хăтлăх çителĕклĕ. 100 çын вырнаçмалăх концерт залĕсĕр пуçне тĕрлĕ заняти ирттермелли пÿлĕмсем, артистсен хывăнса тăхăнмалли, ача-пăча вылямалли /ашшĕ-амăшĕ репетицире чухне/ кĕтессем, библиотека /унăн ертÿçи — Оксана Савина/ пур кунта. Хальхи вăхăтра 11 тĕрлĕ кружок ĕçлет, унта çÿрекенсем Пăрмасран кăна мар, кÿршĕри 8 ялтан та пухăнаççĕ.  Малалла вулас...

www.hypar.ru
Ирина ПУШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.