Кунта ĕçчен çынсем пурăнаççĕ
Роза Кармакова 1946 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче кун çути курнă. Шкул хыççăн медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Дипломлă фельдшер-акушер çуралнă тăрăхри Пĕчченхир ялĕнче ĕçе вырнаçнă. Унтан Октябрьски салинчи участок больницине куçнă вăл. Каярах Хуракассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн ертÿçинче ĕçлеме тытăннă. Кĕске вăхăтрах вĕсен туслă, пултаруллă коллективĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Сывлăх сыхлавçисем куçса çÿрекен вымпела тивĕçнĕ.
1975 çулта Роза Алексеевнăна Нарат Чакки салинчи фельдшерпа акушер пунктне куçарнă. Кунта та тивĕçлĕ канăва тухичченех ертÿçĕре тăрăшнă вăл. Ку учреждени районта малтисен йышĕнче пулнă. Сывлăх сыхлавçи кирек мĕнле çанталăкра та, талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чирлĕ çын патне васканă, ăна вăхăтра пулăшу панă.
«Социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи», «СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăсемпе, Хисеп тата Тав хучĕсемпе хавхалантарнă ăна. Çавнашкалах «Коммунистсен ĕç ударникĕ» ятпа чысланă. Унăн ĕç стажĕ 35 çулпа танлашать. Вăл — пĕрремĕш категориллĕ специалист.
Михаилпа Роза Кармаковсем 52 çул пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, пулăшса пурăнаççĕ. Мăшăрланнă чухне Михаил Алексеевич Хуракассинчи вăтам шкулта директор çумĕнче ĕçленĕ. Вĕсем комсомол туйĕ кĕрлеттернĕ. Малалла вулас...