форум

27 Чÿк, 2017

Çын пулма çемьере хăнăхмалла

Амăшĕн кунĕ умĕн республикăра Ача йышăннă çемьесен форумне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртрĕ вăл. Тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене хăйсен çуначĕ айне илекенсен пĕрле пухăнса сÿтсе явмалли сахал мар. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, влаç органĕсемпе канашласси — анлă пухăва çакнашкал тĕллевсене тĕпе хурса йĕркелеме тытăннă.

23 Юпа, 2017

Ачасене — хÿтлĕх, аслисене пулăшу кирлĕ

Çĕршыв пуласлăхĕ — ачасенче. Вăл çутă та таса пултăр тесен, паллах, ырă никĕсе аслисен хывмалла. Çак тĕллев патне ăнтăлнă май çул çитменнисене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕрентес, сывлăхпа сыхлăх, пурăнмалли условисем, пурнăçăн киревсĕр йăлисенчен сирес, профилактика ыйтăвĕсем... — кирек хăш тытăма та пырса тивеççĕ. Çавăнпах ЧР Прокуратури ирттернĕ уçă форума хутшăнакансен йышĕ те тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Кунашкал уçă калаçăва прокуратура иккĕмĕш хутчен йĕркелет. Хальхинче çул çитменнисен прависене, вĕсен интересĕсене хÿтĕлес ыйтусене хускатрĕç пухăннисем.

8 Çĕртме, 2017

Алексей Лысенков та килĕ

«Сам себе режиссер» кăларăм ертÿçине ăçта курма май пулать тетĕр-и? Атăл леш енче — «Буревестник» кану базинче. Ĕнер «Çамрăксен хули» форум старт илнĕ. Паллă телеертÿçĕ унта эксперт пулĕ. Çамрăксемпе Раççейри Общество палатин членĕ Артем Метелев, «Пĕрремĕш канал» журналисчĕ» Максим Шарафутдинов та курнăçĕç.

Pages