Информаци технологийĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк

4 Çу, 2018

„Паянхи кун информаци технологийĕсем питĕ хăвăрт аталанса пыраççĕ. Вĕсемпе çамрăксем çеç мар, аслăрах çултисем те усă кураççĕ“, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян „Информаци технологийĕсем: обществăшăн, бизнесшăн тата влаçшăн“ форумра.
Регион Пуçлăхĕ Чăваш Ен федерацин цифрăллă тан марлăха пĕтерессипе çыхăннă программине хутшăннине аса илтерчĕ. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов доклад тунă май асăннă программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри пĕчĕк 111 ял-поселокра Wi-Fi усă курмалли точкăсем хушăннине пĕлтерчĕ. Çапла вара тепĕр 50 пин çын халĕ интернетпа усă курма пултарать терĕ. Ку ĕçе кăçал малалла тăсассине пĕлтерчĕ. Министр паянхи кун нумайăшĕ килтен тухмасăрах патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курнине аса илтерчĕ. 6 çул каялла çакăн пирки чылайăшĕ шухăшлама та пултарайманнине палăртрĕ.
Радио кунĕ умĕн ятарласа йĕркеленĕ форумăн пленарлă ларăвĕнче çавăн пекех информаци хăрушсăрлăхĕ тата цифрăллă экономика аталанăвĕнчи бизнес-пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшĕ пирки каласа кăтартрĕç. Мероприятие килнисем çакăн хыççăн икĕ секцие пайланса «Кадрсем — цифрăллă экономика драйверĕ» тата «Электронлă пулăшусем — гражданинпа влаç хутшăнăвĕн тĕкĕрĕ» темăсене сÿтсе яврĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас