Комментари хушас

8 Çĕртме, 2017

Алексей Лысенков та килĕ

«Сам себе режиссер» кăларăм ертÿçине ăçта курма май пулать тетĕр-и? Атăл леш енче — «Буревестник» кану базинче. Ĕнер «Çамрăксен хули» форум старт илнĕ. Паллă телеертÿçĕ унта эксперт пулĕ. Çамрăксемпе Раççейри Общество палатин членĕ Артем Метелев, «Пĕрремĕш канал» журналисчĕ» Максим Шарафутдинов та курнăçĕç.

Кăçал форума 1 пин ытла çамрăк хутшăнма кăмăл тунă. Яш- хĕр валли тăватă тĕп лапам ĕçлĕ: «Эсĕ — предприниматель», «Уçă хула», «Волонтерлăх», «Масс медиа технологийĕсем». «Наука тата инноваци», «Проектсене тытса пырасси», «Экологи çулталăкĕ» темăсемпе вĕренÿ программи ирттерме палăртнă. Çавăн пекех яш-хĕр ăсталăх класĕсене хутшăнĕ, вĕсене 70 ытла эксперт ертсе пырĕ. Форум çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.