Ачасене — хÿтлĕх, аслисене пулăшу кирлĕ

Çĕршыв пуласлăхĕ — ачасенче. Вăл çутă та таса пултăр тесен, паллах, ырă никĕсе аслисен хывмалла. Çак тĕллев патне ăнтăлнă май çул çитменнисене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕрентес, сывлăхпа сыхлăх, пурăнмалли условисем, пурнăçăн киревсĕр йăлисенчен сирес, профилактика ыйтăвĕсем... — кирек хăш тытăма та пырса тивеççĕ. Çавăнпах ЧР Прокуратури ирттернĕ уçă форума хутшăнакансен йышĕ те тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Кунашкал уçă калаçăва прокуратура иккĕмĕш хутчен йĕркелет. Хальхинче çул çитменнисен прависене, вĕсен интересĕсене хÿтĕлес ыйтусене хускатрĕç пухăннисем. Тăрăшни чăннипех те витĕмлĕ те курăмлă, тухăçлă пултăр тесен пĕр-пĕринпе тĕллевлĕн хутшăнса ĕçлемелле.

Форума ЧР Прокурорĕ Василий Пословский, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ачасен прависен республикăри уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, тĕрлĕ министерство-семпе ведомствосен ертÿçисем, общество представителĕсем хутшăнчĕç.

— Амăшлăхĕпе ачалăха хÿтĕлесси патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса пырать. Кăтартăвĕ те пур темелле — çуралакансен йышĕ те, нумай ачаллисен шучĕ те ÿсет. Пирĕн умра тăракан тĕп задача — ÿсекен ăрăва пурнăçăн тÿнтер енĕсенчен сыхлас тĕлĕшпе витĕмлĕ ĕçлесси, витĕмлĕ майсем шырасси, — палăртрĕ Иван Моторин.

Премьер-министр çитĕнекен ывăл-хĕрĕн интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе республикăра сахал мар ĕç туса ирттернине те каласа хăварчĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшупа тивĕçтереççĕ. Кунашкал ушкăна лекнисене тивĕçлĕ воспитани парассине тимлĕх уйăрнисĕр пуçне пурлăх ыйтăвĕсене те пăхса тухаççĕ. Хăйсене сипетсĕр тытнăран «йывăррисен» йышне кĕнисемпе кашнинпе ятарлă куратор ĕçлет. Паянхи вăхăтра чылай чухне ашшĕ-амăшне те психологипе педагогика пулăшăвĕ çитмест. Ку ыйтăва та сирме тăрăшаççĕ. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри — «Тăлăхсăр Чăваш Ен» автокараван республика тĕрлĕ районне çÿрет.

Ачасен прависене хÿтĕлессине прокуратура пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçалхи 9 уйăхра кăна ку тĕлĕшпе саккуна пăснă 8 пин ытла тĕслĕхе шута илнĕ. 867 хирĕçлев хатĕрленĕ, 1,5 пин ытла представлени çырнă. Вĕсене пăхса тухнă май 1552 çынна явап тыттарнă. Ачасене хÿтĕлесе 475 ыйту çырнă, вĕсенчен чылайăшне пăхса тухса çирĕплетнĕ. Саккун хуралçисем ирттернĕ тĕрĕслевсем хыççăн 25 материалпа 25 уголовлă ĕç пуçарнă.

— Прокурорсем ывăл-хĕре ача садне, шкула, аслă шкула вырнаçтарас, ача сачĕсемпе шкулсем тăвас тата юсас, вĕренекенсене апатлантарас, ырă кăмăллăха хутшăнас е ятарлă взнос парас, стипенди тÿлес, медицина пулăшăвĕпе усă курас, канăва йĕркелес, ĕçе явăçтарас, тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене хваттерпе тивĕçтерес ыйтусене татса панă чухне саккуна пăсма хăтланнă тĕслĕхсене асăрханă, — палăртрĕ ЧР прокурорĕн çумĕ Александр Григорьев.

Çирĕп аргументлă тĕслĕхсем те илсе кăтартрĕ вăл. Акă, сăмахран, Шупашкарти 54-мĕш шкулта хула тата шкул ертÿлĕхĕ тĕрĕс мар йышăну тунăран пĕлтĕр кунта 10-мĕш тата 11-мĕш классенче ачасем вĕренмен. Прокуратура хутшăннипе асăннă учрежденире кăçал аслă классем те парта хушшине ларнă.

Тăватă шкул вара çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çитеймен. Çаксем ертÿлĕх юсав ĕçĕсене вăхăтра йĕркелеме пултарайманнипе çыхăннă паллах. Прокуратура тĕрĕслевĕсем çакна та палăртнă. Конкурса вăраха тăсни, аукцион ирттермелли хутсене вăхăтлă та тĕрĕс çырманни контрактсене алă пусас ĕçе тăсса янă.

Педагогсем хăйсене явапсăр тытнă тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, кăçалхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти 72-мĕш ача садĕнче воспитатель ачасене тимлĕхсĕр хăварнăран 3-ри икĕ шăпăрлан «çухалнă». Сехете яхăн иртсен ашшĕ-амăшĕ вĕсене çывăхри паркра тупнă.

Ачасене шкула çитернĕ чухне йĕркене пăсни сахал марри палăрать: тăрăллă ятарлă чарăнусем çукки те, автобуссем çула юсавсăр тухни те, тепĕр чухне кирлĕ хутсем хатĕрлеменни те... Хăруш-сăрлăх çинчен те манмалла мар.

— Ачасене алимент тÿлес ыйту та çивĕччисен ретĕнчен каймасть. Суд çирĕплетнĕ виçене те памаççĕ-çке, шалăвне пытараççĕ, — терĕ Александр Григорьев.

Пирĕн обществăра ыйту чăнласах та нумаййи, çул çитменнисене пырса тивекеннисем чи малтанах вĕсене хÿтĕлемелли механизмсен витĕмĕ çителĕксĕрринчен, çемьери япăх лару-тăруран, ашшĕ-амăшĕ ачисемпе хăйсене хаяр тытнăран, профилактика çителĕксĕрринчен, ÿсекен ăрăва усал информацирен сыхлайманран, уйрăм йышри ачасем социализаци тĕлĕшĕнчен хавшак пулнăран тухса тăни çинчен прокуратурăн çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Павлов каларĕ.

— Ачасен прависене чылай чухне вĕсене шăпах хÿтĕлемелли çынсем — явапсăр ашшĕ-амăшĕ — пăсать. Чылай чухне ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнĕскерсем вĕсем. Аслисем ачисене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшмаллине те, тухтăрсем патне вăхăтра илсе çÿремеллине те, вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани памаллине те манаççĕ. Хăрушсăрлăха пăхăнмасăр ывăл-хĕрне сыхлăхсăр лару-тăрура пĕччен хăварни те пурнăçăн киревсĕр енĕ патне çитерет, — палăртать Сергей Петрович.

Юлашки икĕ çулта ашшĕ-амăшĕ хăйсене ачисемпе хаяр тытнăран 40 уголовлă ĕç пуçарнă. Муркаш район хĕрарăмĕ акă пепкине пăхман. Эрех ĕçме юратаканскер тĕпренчĕкне пĕччен те пăрахса хăварнă, апат çитермеллине те, тăхăнтартмаллине те маннă. Çакă, паллах, ача сывлăхне те, аталанăвне те начар витĕм кÿнĕ. Пепкен вар-хырăм чирĕ вăраха кайнă, психика тĕлĕшĕнчен ÿсĕм тапхăрне кура аталанайман вăл. Амăшне уголовлă явап тыттарнă.

Çул çитменнисене пырса тивекен ыйтусен анлăшĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. Вĕренÿ-и, сывлăх сыхлавĕ-и, ĕçлев-и, хÿтлĕх-и — кирек хăш тытăмра та çивĕчлĕх пур. Уçă калаçăва хутшăннă тĕрлĕ ведомство представителĕ те çакăнпа килĕшрĕ. Кĕçĕннисене кÿрентерни те, ачасем хăйсем саккуна пăсни те вĕсен йышĕнчех.

— Нумай ыйту тухса тăрать. Преступленисем çинчен калас тăк, ачасене кÿрентересси чакнă-ха, çапах 761 тĕслĕхе шута илнĕ. Эппин, 761 ача /!/ шар курнă. Мĕншĕн пулнă ку? Сăлтавĕсем ăçта? Тен, çемьере? Е общество витĕм кÿрет-и? Çакна тишкермелле. Аслисем 65 хутчен саккуна ачасене явăçтарса пăснă. Çул çитменнисем кукăр çул çине тăрасси, вăрласси ÿсет. Мĕн сăлтавпа?

«Йывăр лару-тăрура» тетпĕр. Тен, шута илмелле мар кунашкаллисене? Е вĕсен шучĕ вуçех те ытларах пулмалла? Тепĕр тесен, «йывăррисене» ыттисенчен уйăрни кирлех-ши? Çакă хăйсене уйрăммисен, «обществăран пăрнисен» йышне лекнисен кăмăл-сипетне ырă енне улăштараять-и? Ун çине ыттисем айккăн пăхни мĕн патне çитерет? Общество ăна епле йышăнать? Вĕсене уйрăм тимлĕх уйăрни ыттисене те «çăлтăрланма» хистемĕ-и? — форума пĕтĕмлетнĕ май ыйту хыççăн ыйту парса питех те пĕлтерĕшлĕ шухăшсене палăртрĕ Василий Пословский. Малалла вулас...

 

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.