Ертÿçĕ

9 Раштав, 2014

Юрий Васильев - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи

Декабрĕн 8-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа тĕлпулнă. Михаил Васильевич Юрий Васильевăн ĕç-хĕлне пысăк хак панă, ăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçине уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă.

25 Юпа, 2014

«Хыпар» Издательство çурчĕн - çĕнĕ ертÿçĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн должноçне йышăнас тĕллевпе ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Комисси йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн медиа-холдинг ертÿçи пулма Валерий Туркая çирĕплетнĕ. Ĕнер ЧР Информполитика министрĕ Валентина Андреева ăна Издательство çурчĕн ĕç коллективĕпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ ертÿçе ĕçре ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ.

11 Юпа, 2014

Олег Бирюков - Çĕнĕ Шупашкар мэрĕ

Çĕнĕ Шупашкарта хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта Чăваш Енĕн пурăнмалли çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕ Олег Бирюков çĕнтернĕ. Кĕçнерни кун Çĕнĕ Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем пĕр саслă пулса ăна должноçра çирĕплетнĕ.