Олег Бирюков - Çĕнĕ Шупашкар мэрĕ

11 Юпа, 2014

Çĕнĕ Шупашкарта хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта Чăваш Енĕн пурăнмалли çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕ Олег Бирюков çĕнтернĕ. Кĕçнерни кун Çĕнĕ Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем пĕр саслă пулса ăна должноçра çирĕплетнĕ. Çав кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн 133-мĕш указĕпе Олег Борисовича Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин - пурăнмалли çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕн должноçĕнчен хăтарнă.

Химиксен хулин администрацийĕн пуçлăхĕн пуканĕшĕн çавăн пекех çар çынни пулнă Сергей Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Михайлов тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Осипенко кĕрешнĕ.

Олег Бирюков 1962 çулта Улатăрта çуралнă. 1985 çулта - Мари политехника институтне, 1999 çулта Патшалăх службин Атăл-Вятка академине пĕтернĕ. Клинцовăри телефон аппаратурин заводĕнче конструкторта ĕçлеме пуçланă. Шупашкарти приборсем тăвакан заводăн сборка цехĕн мастерĕ пулнă. Ултă çул Шупашкар хулинчи Калинин районĕн администрацине ертсе пынă. Кăçалхи кăрлачранпа Чăваш Енĕн пурăнмалли çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕнче ĕçленĕ.

Н.МИРОНОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.