Комментари хушас

9 Раштав, 2014

Юрий Васильев - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи

Декабрĕн 8-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа тĕлпулнă. Михаил Васильевич Юрий Васильевăн ĕç-хĕлне пысăк хак панă, ăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçине уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - çак йышăнăва вăл Юрий Васильев тĕрлĕ должноçра яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнине шута илсе кăларнă. «Эсир хулара ĕçленĕ, кайран тăван районăра çĕкленĕ, тÿрĕ кăмăллă пулнине кăтартса панă. Влаçăн муниципалитет органĕсенче вăй хунă май муниципалитетсен умĕнче паян мĕнлерех тĕллевсем тăнине лайăх пĕлетĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Юрий Васильев Михаил Игнатьева шаннăшăн тав тунă, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама мĕнпур вăй-халне, пĕлĕвĕпе ăсталăхне пама хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Юрий Васильева Администрацин çĕнĕ тытăмне хатĕрлеме хушнă.

Юрий Васильев Чăваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Элпуç ялĕнче 1968 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Ленинградри Аслă Октябрь 60 çул тултарнин ячĕллĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕллĕ аслă зенитлă ракета училищинчен, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă.

РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче службăра тăнă хыççăн педагогикăра тăрăшнă, ун хыççăн чылай вăхăт муниципалитет службинче пулнă. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин пĕрремĕш заместителĕн должноçне лартиччен Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.