Ертÿçĕре — И.Клементьева
Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн 13-мĕш черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Ăна хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева ертсе пынă. Унта ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Конкурент политикипе тарифсен республикăри патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.
Кун йĕркинче пăхса тухмалли палăртнă икĕ ыйтуран пĕри: Шупашкар хула пуçлăхне — Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн председательне суйласси. Виçĕ кандидатран Ирина Всеволодовна чи нумай сасă пухнă. Уншăн 31 çын сасăланă. Сергей Муравьевшăн — 3, Юрий Борисовшăн — 4 сасă.
Çĕнĕ должноçе йышăннă май Ирина Клементьева депутатсене шаннăшăн тав тунă. Хăйĕн малашнехи тĕп тивĕçĕсен йышĕнче Шупашкарăн федераци тата республика программисене хастар хутшăнмаллине, социаллă стандартсене ÿстермеллине, пурăнмалли условисене лайăхлатмаллине курнине палăртнă.
— Хамăр плансене ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, ЧР Министрсен кабинечĕпе канашласа йышăнмалла. Тĕп хуламăра аталантармашкăн пурин те пĕрле ĕçлемелле, — тенĕ вăл.
Ирина Всеволодовна çынсемпе уçă диалог йĕркелеме хула ертÿлĕхĕ яланах хатĕррине, вĕсен шухăш-кăмăлне шута илессе каланă. Хула çыннисем ĕçлеме пулăшасса шаннине систернĕ.
Ирина Клементьева хула историйĕнче унăн тилхепине тытнă иккĕмĕш хĕрарăм пулса тăнă. 1938-39 çулсенче Шупашкар ĕçне Прасковья Калинкина йĕркелесе пынă.
Ирина Всеволодовнăна çĕнĕ должноç йышăннă ятпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Çак кун ĕçлĕ çулçÿревре — Мускавра — пулнăскер салам телеграмми вĕçтернĕ. Регион ертÿçи хĕрарăмăн профессионализмĕ, ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ, хулана юратни Шупашкара аталантарассинче пулăшасса шаннине палăртнă.
Татьяна НИКОЛАЕВА.
Комментари хушас