Ентешлĕхсен уявĕсем

21 Ака, 2015

«Манăн Елчĕк енĕм ыр çынпа пуян»

Шăпах çак ятпа апрелĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн пысăк уявĕ иртрĕ, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Кăмăл пуррисем спорт ăмăртăвĕсене, алăстисен ĕçĕсен куравĕсемпе презентацийĕсене çитсе курма пултарчĕç.