«Манăн Елчĕк енĕм ыр çынпа пуян»

21 Ака, 2015

Шăпах çак ятпа апрелĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн пысăк уявĕ иртрĕ, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Кăмăл пуррисем спорт ăмăртăвĕсене, алăстисен ĕçĕсен куравĕсемпе презентацийĕсене çитсе курма пултарчĕç. Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнчи чаплă концерт вара çĕршер ентеше пĕр çĕре пухрĕ.

Елчĕк енрен тухнă маттур та хастар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен бизнесне йĕркелесе яма пултарнисем Наци библиотекине пухăнчĕç. Ентешлĕх ертÿçине нумаях пулмасть суйланнă Алексей Лапшин сĕннипе вĕсем кашниех хăйсем çинчен каласа кăтартрĕç, малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Нумайăшĕ хăйне çĕнĕ çĕрте, чи малтан, паллах, хулара, Елчĕксем пĕрле пулни пулăшса пынине пытармарĕ. Ентешсем малашне те пĕр-пĕрне пăрахмалла маррине, йывăрлăхсене пĕрле татса пама çăмăлраххине палăртрĕç. Предпринимательсем бизнес-клуб йĕркелерĕç, кашни кварталтах тĕл пулма, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явмашкăн калаçса татăлчĕç.

Концерт умĕн Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă ăстасен - Зинаида Воронован, Татьяна Шаркован, Николайпа Людмила Балтаевсен тата ыттисен - ĕçĕсен куравĕпе паллашма тÿр килчĕ. Мĕнле кăна хитре япала çук-тăр унта, чăваш çипуçĕллĕ пуканесем, тухья, хушпу, ытти эрешпе капăрлăх... Культура керменĕн залĕ - туллиех, кашниех тахçантанпах курман тус-тантăшĕпе, пĕр класра вĕреннисемпе, пĕлĕшĕ-тăванĕсемпе тĕл пулса калаçас, концерт пăхса киленес тесе килнĕ. Акă, Чăваш Республикин гимнĕ янăрать. Ăна пурте ура çине тăрса итлерĕмĕр. Тăван Елчĕк районĕн гимнĕ те чун-чĕрере мăнаçлăх çуратрĕ,

"Елчĕк енĕн çыннисем тĕреклĕ,

Халăх çинче яланах хисеплĕ..."

Елчĕксен ентешлĕхне 20 çул пĕр улшăнмасăр ертсе пынă Олег Викторов 1994 çулта çак пĕрлешĕве йĕркеленĕ самантсене аса илчĕ, хăйне ку ĕçре пулăшса пынă çынсене чĕререн тав турĕ. "Çамрăксене çул памалла”, - терĕ вăл. Олег Николаевич ентешлĕхĕн çĕнĕ ертÿçине - çамрăк та хăюллă, пуçаруллă та хастар Алексей Лапшина - общество организацийĕн символне /ăна паллă скульптор Петр Пупин ăсталанă, вăл та - Елчĕк тăрăхĕнченех/ пачĕ, ăнăçу сунчĕ. Алексей Юрьевич хăйне шаннăшăн тав турĕ, ентешсене çуралса ÿснĕ тăрăха кайсах çÿреме кирлине, тăван тăрăх вăй-хăват хушнине палăртрĕ, çамрăк ăрăва спортпа туслаштарма сĕнчĕ - хăй вăл ЧР ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ-çке. А.Лапшин ентешлĕх ĕçĕсене хастар хутшăнакан çынсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.

Пухăннисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Алексеевич Поповăн /вăл та - пирĕн ентешех/ ячĕпе Валерий Филимонов депутат, чăваш кĕрешĕвĕн ассоциацийĕн тата Чăваш наци конгресĕн спорт комитечĕн ертÿçи Виталий Васильев саламларĕç, маттур та хастар ентешсене ЧР Патшалăх Канашĕпе ЧНК Хисеп хучĕсем пачĕç. Уявра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене, унсăр пуçне ялхуçалăхĕнче, педагогикăра тата ытти сферăра çитĕнÿ тăвакан ентешсене чысларĕç. Концертра Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ артистсем - Иван Христофоров, Сергей Павлов, Мария Горшкова, Алексейпе Андрей Шадриковсем, "Янра, юрă" ушкăн тата ыттисем - илемлĕ юрă-кĕвĕпе, ташăсемпе савăнтарчĕç.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Николай ПОРФИРЬЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Новости по теме