Комментари хушас

29 Ака, 2015

Ентешлĕх уявĕсенче савăнчĕç

Нумаях пулмасть Комсомольски тата Елчĕк ентешлĕхĕсен уявĕсем иртрĕç.

Каçалсен «Кĕтне» ентешлĕхне вунă çул ытла «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăн никĕслевçи Александр Капитонов ертсе пырать. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пысăк тавракурăмлă специалист пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Ахальтен мар ĕнтĕ ентешлĕх уявне Комсомольски районĕнчи предприятисемпе хуçалăхсен ертÿçисем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитрĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ентешлĕх ертÿçи Александр Капитонов ăшшăн саламларĕç.

Ытти районпа танлаштарсан, Комсомольски районĕнче кăçал Литература çулталăкне кашни ял тăрăхĕнчех асра юлмалли мероприятисем ирттерсе паллă тăваççĕ. Вĕсем çинчен чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев тĕплĕн каласа пачĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн» директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай çитес кĕркунне Вăрманхĕрри Чурачăкра чăвашсен чи сумлă çыравçисенчен пĕрне Куçма Турхана асăнса пысăк палăк лартма хатĕрленни çинчен каларĕ. Ку ĕçе «Кĕтне» ентешлĕх йĕркелĕ.

Кÿршĕллĕ Елчĕк районĕнчен те чăваш литературин аталанăвĕнче вышкайсăр тарăн йĕр хăварнă çыравçăсемпе поэтсем тата тĕнчипе паллă ăсчахсем тухнă. Шел, вĕсем пирки «Елчĕк ен» ентешлĕх уявĕнче питех асаилмерĕç.

Елчĕксем спорт ăмăртăвĕсем ирттернипе палăрчĕç. Сăмахран, 120 ытла шкул ачи кире пуканĕ йăтассипе ентешлĕх кубокĕшĕн ăмăртрĕ. Турнира уçнă çĕрте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата Афган вăрçин ветеранĕсем те пулчĕç. Çавăн пекех «Вилĕмсĕр полк» акци те иртрĕ. Вăрçа хутшăннă тăванĕсен 50 ытла сăнÿкерчĕкне ачасем илсе килнĕ.

Пĕтĕмĕшле командăсен хушшинче кире пуканĕ йăтса Елчĕк, Йĕпреç, Шупашкар районĕсем мала тухрĕç, парнесем тивĕçрĕç.

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче Елчĕк районĕн 7 команди футболла выляссипе ăмăртрĕ. Чăваш Наци вулавăшĕнче вара çак тăрăхра çуралса ÿснĕ предпринимательсем, ĕçлĕ çынсем бизнес-клуб йĕркелерĕç. Унта çирĕм ытла çын хутшăнчĕ.

«Елчĕк ене» халиччен Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ Олег Викторов ертсе пынă. Ентешлĕх эстафетине вăл паллă кĕрешÿçе Алексей Лапшина пачĕ.

Уява юрă-кĕвĕ те илемлетрĕ. Ара, çак тăрăхра çуралса ÿснĕ юрăçсем сахал мар-çке. Çамрăксемпе пĕрлех сцена çине 80 çулти чăваш шăпчăкĕ Иван Христофоров та тухрĕ, куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Петр СИДОРОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.