Ĕçпе тивĕçтерекен служба

6 Авăн, 2014

Ваканси ярмăрккисем йыхравлаççĕ

Чăваш Республикинчи Ĕçлев патшалăх служби граждансене республика тулашĕнче ĕçе вырнаçтарма Мускав, Волгоград, Воронеж, Чул хула облаçĕсемпе, ытти регионпа килĕшсе татăлнă. 2014 çулта Чăваш Енри 1115 çынна çапла майпа ĕçе вырнаçтарма палăртнă.

18 Çурла, 2014

Украинăран тарса килнисем валли - ваканси ярмăркки

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Чувашиякурорт» санаторин конференц-залĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа пĕрле Украина территорийĕнчен ирĕксĕр тухса кайма тивнĕ тата пурăнмашкăн санаторие вăхăтлăх вырнаçтарнă граждансене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ваканси ярмăркки йĕркеленĕ.

14 Çурла, 2014

Çамрăксемшĕн çул яланах уçă

Предприятисемпе организацисем ĕç вăйĕ ытларах ыйтма пуçлани юлашки çулсенче уйрăмах сисĕнет. Паян ĕçсĕр пĕр çын пуçне 4 ваканси тивет. Тăватă çул каялла вара пĕр вакансишĕн ĕçсĕр виçĕ çын тупăшнă. Вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ хĕрсемпе каччăсем те ĕçе - хăйсем тĕллĕн те, служба органĕсем пулăшнипе те - çăмăллăнах вырнаçма пултараççĕ.

6 Çурла, 2014

Строитель профессийĕсем - пурнăç ыйтакан специальноçсем

Строительствăпа çыхăннă професси е специальноç илнисемшĕн хальхи вăхăтра республикăра малашлăх чăннипех пысăк. Пирĕн хутлăхра пурăнмалли условисене лайăхлатас енĕпе палăртнă патшалăх программисем ăнăçлă ĕçлеççĕ, строительство калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн кăçал республикăри строительство отрасльне 9 млрд тенкĕлĕх бюджет инвестицийĕ хывма палăртнă.

2 Çурла, 2014

Программăпа тата квотăпа килĕшÿллĕн йышăнаççĕ

Инвалидсене вырнаçмашкăн ĕçлев службинче пулăшаççĕ

Инвалида тухнă çынсене сыввисемпе танлаштарсан ĕç тупма кансĕр. Çав вăхăтрах вĕсемшĕн хăйсене ĕçе йышăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакă укçапа кăна çыхăнман-ха. Хевтесĕрсем килте хупăнса ларасшăн мар - пурнăçран юлнăн туяс мар тесе вĕсем ĕçлеме ăнтăлаççĕ.

Pages