Комментари хушас

2 Çурла, 2014

Программăпа тата квотăпа килĕшÿллĕн йышăнаççĕ

Инвалидсене вырнаçмашкăн ĕçлев службинче пулăшаççĕ

Инвалида тухнă çынсене сыввисемпе танлаштарсан ĕç тупма кансĕр. Çав вăхăтрах вĕсемшĕн хăйсене ĕçе йышăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакă укçапа кăна çыхăнман-ха. Хевтесĕрсем килте хупăнса ларасшăн мар - пурнăçран юлнăн туяс мар тесе вĕсем ĕçлеме ăнтăлаççĕ.

Инвалидсем вырăн шыранă чухне республикăри ĕçлев службин органĕсем витĕмлĕ пулăшу параççĕ. Çакна вĕсем патшалăхăн 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» программипе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. 2014 çулта асăннă программа тăрăх хевтесĕр 106 çынна вырнаçтарма палăртнă. Унăн мероприятийĕсене ирттермешкĕн кăçал 7398,5 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 6978,5 пин, республика бюджетĕнчен - 420 пин.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем çулталăк пуçланнăранпа республикăри организацисемпе инвалидсем валли ятарлă 106 вырăн йĕркелемешкĕн килĕшÿ çирĕплетнĕ, вĕсем тăрăх çавăнта 76 çынна йышăннă. Вĕсенчен 57-шĕ - виççĕмĕш,17-шĕ - иккĕмĕш, 2-шĕ пĕрремĕш ушкăнсен инваличĕсем шутланаççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекенсене - асăннă программăна хутшăннисене - виççĕмĕш ушкăнри сусăрсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелессипе çыхăннă тăкаксемшĕн - 69,5 пин, иккĕмĕшĕнчисемшĕн 77,4 пин тенкĕ таран саплаштараççĕ. Çак тĕллевпе çулталăк пуçланнăранпа 4670,5 пин тенкĕ тăкакланă.

Кăçалхи иккĕмĕш кварталта ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене йышăннă организацисемпе килĕшÿсем çирĕплетнĕ. Тĕслĕхрен, «Триэр» ОООна /Улатăр хули/ сусăра склад заведующине лартнă, Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕнче /Шупашкар хули/ хевтесĕр çынна социокультура реабилитацийĕ енĕпе яваплă тата спорт енĕпе ĕçлекен специалистăн должноçне шанса панă.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене пулăшу ыйтса 736 сусăр çын пынă, вĕсенчен 489-шне вырăн тупса панă, 53-шне ĕç рынокĕ ыйтакан специальноçсемпе професси вĕренĕвне янă.

* * *

Ĕçлес ăнтăлуллă инвалидсене пулăшас тĕллевпе хевтесĕр çынсене предприяти-организацире йышăнмашкăн ятарлă квотăсем çирĕплетнĕ. Ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен йышăннă саккуна пурнăçласа ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнчи «2014 çулта инвалидсене çирĕплетнĕ квота виçипе килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçтармашкăн ятарлă ĕç вырăнĕсен чи пĕчĕк виçине палăртасси çинчен» 52-мĕш йышăнăвĕ тăрăх республикăри 287 организацире 331 вырăн майлаштармалла пулнă. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ун пеккисене 321 хатĕрленĕ /палăртнин 97 проценчĕ/.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби организацисенче квотăпа çирĕплетнĕ вырăнсене инвалидсене илнин мониторингне тăтăшах ирттерет. 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 çынран ытларах тăрăшакан организацисенче сусăрсене вырнаçтармалли квотăна 89,3 процент /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 87,3/ пурнăçланă. Асăннă кун тĕлне муниципалитетăн 26 йĕркеленĕвĕнчен саккăрăшĕнче ку енĕпе палăртнă тĕллевсене 100 процент пурнăçланă. Квотăна пăхăнса ĕçлекен социаллă пĕлтерĕшлĕ предприятисен хушшинче - «Эверест» АХО, «Газпромăн» Шупашкарти газ валеçекен тытăмĕ» АУО, «АКконд» АУО, «Яхтинг» ООО, «Промтрактор» АУО, «Текстильмаш» АУО /Шупашкар хули/, «Электроприбор» завод» АУО, «Элетех» завод» ООО /Улатăр хули/ тата ыттисем.

Инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли квотăна 35-100 çынна тара тытнă ĕç паракансемшĕн те 2013 çулхи чÿк уйăхĕнчен списокри вăтам йышăн 1,5 проценчĕпе танлашакан виçепе çирĕплетнĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх асăннă ушкăна кĕрекенсем квотăна 67,7 процент пурнăçланă. Çапла майпа вĕсенче 700-е яхăн сусăра ĕçе илнĕ.

Инвалидсене ĕç тупмашкăн пулăшса ирттерекен мероприятисен эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе вĕсене валли вакансисен ятарлă банкне йĕркелесе ăна Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайтĕнче вырнаçтарнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çав банкра инвалидсем валли 440 ваканси пушшине çирĕплетекен хыпар пулнă. Интернетпа усă курма май тупайман граждансем вакансисен банкĕпе ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче тата халăх йышлă çÿрекен çĕрте лартнă информаци терминалĕсемпе усă курса паллашма пултараççĕ. Унсăр пуçне Шупашкарта пурăнакансем Раççей Перекет банкĕн банкомачĕсенче вырнаçтарнă ваканси бази пулăшнипе 2013 çултанпа ĕç шырамалли майсене анлăлатрĕç.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пресс-служби.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.