Ĕçпе тивĕçтерекен служба

15 Чÿк, 2014

Страховани стажне кĕрет

Ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăнă тапхăр страховани стажне кĕрет-и?

О.КРЫЛОВА Канаш хули.

Ĕçсĕрлĕх пособине илсе тăнă, общество ĕçĕсе­не хутшăннă, ĕçлев службин органĕ янипе ĕçе вырнаçмашкăн ытти вырăна куçса каяссипе çыхăннă тапхăр страховани стажне кĕрет.

25 Юпа, 2014

Штата чакарасси çинчен малтанах пĕлтермелле

Ыйту, Ĕçпе тивĕçтерекен пĕр вăхăтрах темиçе çĕрте вăй хуракан çынсене кăларса ярасси çинчен ĕçлев службин органĕсене пĕлтерме тивĕç-и.

1 Юпа, 2014

Украинăн Чăваш Ене килнĕ гражданĕсем

Украинăн хăйсем ялан пурăннă вырăнтан тухса кайма тивнĕ тата Чăваш Республикине килнĕ гражданĕсене ĕç тупма пулăшасси - Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕн паянхи приоритетлă тĕллевĕ.

27 Авăн, 2014

Ĕçлев служби ĕçсĕррисене кÿрекен тĕрев çирĕп

Кĕçнерни кун, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта республикăн Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Галина Германова, Чăваш Енĕн ĕçлевĕн тĕп патшалăх инспекторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Раиса Павлова тата коллегин ытти членĕ хутшăннă.

11 Авăн, 2014

Çул çитмен 12 пин ытла çамрăка ĕçе вырнаçтарнă

Республикăн ĕçе вырнаçтаракан службин органĕсем паракан патшалăх пулăшăвĕсенчен пĕри - 14-18 çулсенчи çул çитмен çамрăксен вĕренÿрен пушă вăхăтри вăхăтлăх ĕçне йĕркелесси. Ĕçе хăнăхса çамрăксен пулас профессине лайăх ăнкарса суйласа илме май пур, çакă малашне ĕçчен, социаллă пурнăçра яваплă ăру çитĕнтерме пулăшĕ.

Pages