Ĕçлев служби ĕçсĕррисене кÿрекен тĕрев çирĕп

27 Авăн, 2014

Кĕçнерни кун, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта республикăн Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Галина Германова, Чăваш Енĕн ĕçлевĕн тĕп патшалăх инспекторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Раиса Павлова тата коллегин ытти членĕ хутшăннă.

Ларăва ведомство ертÿçи Сергей Димитриев уçнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл коллеги членĕсене Чăваш Республикин ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă, халăха ĕçпе тивĕçтерессин сферинчи çивĕч ыйтусене палăртнă.

Республикăн ĕçлев службин органĕсенче шутра тăракан, ĕçсĕр граждансен шучĕ çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 14,8: чакнă, 2014 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 4100 çынпа танлашнă. Çапла вара вăй питти çынсен пĕтĕмĕшле шучĕпе шайлаштарсан регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,73-рен 0,61: таран пĕчĕкленнĕ.

Ĕç паракансем республикăн ĕçлев службин органĕсене пĕлтернĕ вакансисен шучĕ кăçалхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 19559 единицăпа танлашнă, ĕç шыракан кашни çын пуçне вăтамран 4 ваканси ытла пулнă.

2014 çулта республикăра халăха ĕçпе ти­вĕ­ç­те­рессипе çыхăннă мероприятисене Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программин 2 çумпрограммипе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Вĕсем - "Халăха ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕлессине тивĕçтересси тата ĕçе вырнаçма пулăшасси" тата "Чăваш Республикинче ĕçсĕр инвалидсене, инвалид ачасене воспитани паракан ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшасси" программăсем.

Халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли программăсен мероприятийĕсене пурнăçламашкăн кăçал 469,4 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутра 229,8 млн тенкĕ /49:/ - федераци бюджечĕн, 239,6 млн тенкĕ /51:/ - Чăваш Республикин республика бюджечĕн укçи.

Халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли мероприятисене хутшăнтарма палăртнă çынсен шучĕ 2014 çулта 81613 çынпа танлашать. 2014 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне пурнăçлакан мĕн пур çул-йĕрпе çыхăннă мероприятисене 63247 çын хутшăннă.

Ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе 31833 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕçлев службин органĕсенчен ĕç тупмашкăн пулăшма ыйтнă граждансене ĕçе вырнаçтарасси республикăра кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсен кăтартăвĕсем тăрăх 86,9: /2014 çул валли палăртнă тĕллев индикаторĕ 82,6:/ танлашнă.

"Патшалăхăн ĕçсĕр граждансен вăхăтлăх ĕç­лев­не йĕркелемелли пулăшу ĕçĕсене кÿресси çинчен" темăпа Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин халăха ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Константинов доклад тунă. Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин информаци технологийĕсен тата информацие хÿтĕлекен пайĕн пуçлăхĕ Александр Николаев "Чăваш Республикин ĕçлев службин органĕсенче федерацин 27.07.2006 ç. "Персоналлă кăтартусем çинчен" кăларнă 152-ФЗ / саккунĕн требованийĕсене пурнăçласси çинчен" темăпа сăмах илнĕ. Федерацин 05.04.2014 ç. "Патшалăх тата муниципалитетсен нушисене тивĕçтерме таварсем, ĕçсем, пулăшу ĕçĕсем туянмалли сферăри контракт тытăмĕ çинчен" кăларнă 44-ФЗ / саккунĕн требованийĕсене пурнăçласси çинчен Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин финанс пайĕн пуçлăхĕ Фаина Титова каласа панă.

Çак çул-йĕрсемпе çыхăннă ĕç опычĕпе Вăрмар, Пăрачкав районĕсен, Шупашкар тата Канаш хулисен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсен директорĕсем паллаштарнă.

Лару пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх коллегин тивĕçлĕ йышăнăвĕсене хатĕрленĕ.

Юлашкинчен Сергей Димитриев нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата халăха ĕçе вырнаçма пулăшас енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин тĕп специалист-экспертне Маргарита Германовна Плотниковăна, Вăрмар районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн тĕп бухгалтерне Альбина Николаевна Лукинана тата Куславкка районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн тĕп инспекторне Резида Харисовна Солдатовăна Раççей Ĕçлев министерствин Хисеп грамотисене парса чысланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.