Украинăран тарса килнисем валли - ваканси ярмăркки

18 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Чувашиякурорт» санаторин конференц-залĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа пĕрле Украина территорийĕнчен ирĕксĕр тухса кайма тивнĕ тата пурăнмашкăн санаторие вăхăтлăх вырнаçтарнă граждансене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ваканси ярмăркки йĕркеленĕ.

Раççей Федерацийĕн чылай регионĕ пекех Чăваш Республики те хăйсем ялан пурăннă çĕртен - Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăçĕнчен - çитнисене пулăшу парать. Тарса килнисем федераци бюджетĕнчен вăхăтлăх усрамашкăн уйăрнă укçа-тенкĕ тата гуманитари пулăшăвĕ шучĕпе пурăнаççĕ. Килтен васкавлăн пăрахса кайнă май вĕсем çул çине илнĕ нухрат шутлă кăна юлнă, çавăнпа та ваканси ярмăркки - хăйсен çемйине тăрантарса усрамашкăн тата Раççее юрăхлă пулмашкăн тивĕçлĕ ĕç тупма май паракан пысăк шанăç.

«Чăлхапа трикотаж фабрики», «Яхтинг» атă-пушмак фабрики» ОООсем, «Чăвашавтотранс» ПУПăн филиалĕ - Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти пассажирсен автотранспорт предприятийĕн организацийĕсем - тĕрлĕ ваканси сĕннĕ: инженер-технолог, çĕвĕç, çĕвĕ оборудованийĕн операторĕ, модельер, транспортировщик, технолог, производство мастерĕ, кондуктор, автобус водителĕ, электрогазосварщик, слесарь-юсавçă тата ытти - 37 профессипе специальноç тăрăх пĕтĕмпе 413 пушă вырăн тата должноç. Сĕнекен вакансисем тăрăх тÿлекен шалу 15 пин тенкĕрен иртет.

Ĕç паракансем ирĕксĕр куçса килнĕ граждансемпе кăмăллăн хутшăннă, вĕсене организацири ĕç условийĕсемпе паллаштарнă.

- Пирĕн предприяти - пысăккисенчен пĕри, пулăшу рынокĕнче чылайранпа ĕçлет, - палăртнă Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикин кадр пайĕн ертÿçи Елена Янеева. - Хĕрарăмсене эпир çĕвĕç вакансине сĕнетпĕр. Ку профессипе хăнăху тата опыт çуккисем вырăнтах вĕренме, ун хыççăн ĕçе вырнаçма пултараççĕ. Арçынсем валли пичет оборудованийĕн операторĕн вакансийĕ пур. Специалистсем те кирлĕ: инженер-технолог, дизайнер, модельер-конструктор. Эпир социаллă тулли пакетпа, апатлану дотацийĕпе, общество транспорчĕпе ĕç вырăнне çÿренин тÿлевĕпе тивĕçтеретпĕр. Украина гражданĕсем валли çавăн пекех пурăнмалли вырăн уйăратпăр. Пирĕн предприятире çемйипе ĕçлекенсем те пур. Коллектив ăш пиллĕ. Украинăран килнĕ çĕнĕ ĕçченсене хапăлласах йышăнатпăр.

Ваканси ярмăрккине 43 çын хутшăннă. Тĕпрен илсен вĕсем - Донецк тата Луганск облаçĕсенчен килнисем. Чылайăшĕн Чăваш Енре тăван çук. Донецкра пурăннă Роман Копылов хăйĕн специальноçĕпе /вăл - инженер-технолог/ вырнаçасшăн пулнă.

- Юрăхлă ĕç тупиччен «Яхтинг» ОООра лини операторĕнче тăрăшас терĕм. Мĕн чухлĕ ĕçленине кура тÿлекен график тата шалу 15-30 пин тенкĕ пулни интереслентерчĕ. Донецкрипе танлаштарсан сирĕн патăрта ĕç укçи пысăк, - палăртнă Роман.

Ярмăркка пирки пĕлтерсен Наталья унта тулли кăмăлпа çул тытнă. Вăл ĕнентернĕ тăрăх - халĕччен повар та, доярка та, хуралçă та пулнă. Паян вăл кирек хăш ĕçе каймашкăн хатĕр, çапах та ăна «Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрики» ОООри çĕвĕç вакансийĕ ытларах килĕшнĕ.

- Хăнăху çук паллах, анчах вĕрентме шантарчĕç тата пурăнмалли вырăн пулать терĕç, - кăмăллăн пĕлтернĕ хĕрарăм.

Мероприятие хутшăннă 13 гражданин - «Яхтинг» ОООна, 2-ĕн - «Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрики» ОООна, 5-ĕн Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти пассажирсен автотранспорт предприятийĕсене каймашкăн направлени илнĕ.

Украинăран ирĕксĕр тухса кайма тивнисем валли «Контур» хăна çурчĕн комплексĕнче, «Чувашиякурорт» санаторире тата Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче уçнă вăхăтлăх пурăнмалли пунктсенче консультаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем вĕсенче ĕçлев ыйтăвĕсемпе пулăшаççĕ: республикăри тата хулари рыноксенчи лару-тăрупа информаци параççĕ, ваканси банкĕпе паллаштараççĕ, професси тĕлĕшĕнчен тестсем ирттереççĕ.

Кĕске справка. Украина территорийĕнчен тухса кайма тивнĕ граждансенчен 46-шĕ республикăри ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе 2014 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне вырăн тупнă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Рубрика: