Рабочисем кирлĕ, медицина сестрисем...

17 Пуш, 2015

Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕ ытларах ыйтакан профессисен /специальноçсен/ переченĕ

Рабочи специальноçĕсемлĕ профессисен шутне çаксем кĕреççĕ:

l çĕвĕç /940 çын, уйăхри шалу - 12132 тенкĕ/*

l кондуктор /344 çын / 12446 тенкĕ/*

l повар /297 çын / 11443 тенкĕ/*

l троллейбус водителĕ /294 çын / 22429 тенкĕ/*

l каменщик /267 çын / 20569 тенкĕ*

l пулăшакан /подсобный/ рабочи /203 çын /8312 тенкĕ/*

l производство тата служба пÿлĕмĕсен тирпейлÿçи /180 çын /7731 тенкĕ/*

l автомобиль водителĕ /130 çын / 13726 тенкĕ/*

l грузчик /93 çын / 11961 тенкĕ/*

l штукатур /52 çын / 26872 тенкĕ/.

Служащи специальноçĕсемпе ытларах ыйтаканнисем:

l специалист /279 çын / 10440 тенкĕ/*

l страховани агенчĕ /247 çын / 6090 тенкĕ/*

l медицина сестри /183 çын / 11930 тенкĕ/*

l хуралçă /121 çын / 9407 тенкĕ/*

l менеджер /91 çын /14139 тенкĕ/*

l инженер /67 çын / 17088 тенкĕ/*

l кĕçĕн воспитатель /63 çын / 6450 тенкĕ/.

Ыйтнă вакансисемпе сĕнекен вăтам ĕç укçи 12861 тенкĕпе танлашать.

 

Ĕç мобильлĕхĕ

Граждансене республика тулашĕнче ĕçе вырнаçтарнă чухне çирĕплетнĕ килĕшÿсене тĕпе хураççĕ. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби çынсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе 22 килĕшĕве алă пуснă.

2015 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Раççей Федерацийĕн 6 регионĕнчи /Воронеж, Мускав, Тула, Владимир облаçĕсем, Чукотка автономи округĕ, Саха /Якут/ Республики/ 8 организаципе ĕçсĕр граждансене вырнаçтарма икĕ енлĕ килĕшÿ тунă, вĕсем тăрăх 122 çынна йышăннă.

2015 çулхи март уйăхĕнче рабочисене Воронеж, Волгоград, Мускав облаçĕсене, Саха /Якут/ Республикине яма палăртнă.

 

Ют çĕршыври ĕç вăйĕпе усă курни

Раççей Федерацине ĕç шыраса килнĕ ют çĕршыв гражданĕсене йĕрке тăрăх виза кирлĕ мар чухне 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен патента тĕпе хурса вырнаçтараççĕ.

Патент - ют çĕршыв гражданинĕн Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вăхăтлăх ĕçлеме право пуррине çирĕплетекен документ /ăна 1-12 уйăхлăх параççĕ/.

РФ Миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх - 2015 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн хутлăхран 84 ĕçпе тивĕçтерекен патĕнче ют çĕршывăн 302 гражданĕ вăй хунă.

Вĕсенчен ытларахăшĕ тирпейлекен производствăра /51,6 процент/, строительствăра /23,7/, ял тата вăрман хуçалăхĕсенче /11,2/, курттăм тата вак суту-илÿре /3/, транспортра /1,6/, ытти тытăмра /9,9/ ĕçлет.

Ют çĕршыв гражданĕсен рабочи специальноçĕсене илес-тĕк, çĕвĕçсем - 17,8, пулăшакан рабочи - 9,7, формовщик - 5,7, обрубщик - 4,3, выльăх пăхакан - 2,7, наладчик - 2,7, кондитер - 2,2, ытти профессипе, специальноçпе - 49,2 процент.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.