çыхăнусем

31 Кăрлач, 2017

Çирĕп тымарăн хунавĕ тĕреклĕ

 Ĕçчен те пултаруллă, пурнăçа юратакан çынсем пулнă вĕсен несĕлĕсем: хăйсен ят çĕрĕ çинче иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тар тăкса, пусран тенкĕне çитерсе пуянлăх пухнă, ăрăва малалла тăснă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30- мĕш çулĕсенчи ахăр самана вĕсене авни-хуçнине пăхмасăр йăх тымарне хăрма паман, çынлăха çухатман, ентешĕсене вĕчĕрхенсе-тарăхса пурăнман. Йывăрлăхсене парăнтармашкăн хевте çитерсе кун-çул сукмакне такăрлатнă. Çемье çавăрнă, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Çĕршыва тăшман эшкерĕ тапăнса кĕрсен кар тăрса ăна хÿтĕлемешкĕн алла пăшал тытнă.

13 Утă, 2016

Самарти конференцирен - Нурлатри уява

Нумаях пулмасть Самар хулинче унти патшалăх социаллă педагогика университечĕн философипе истори тата тĕнче культурин теорийĕн кафедри вăтăр çул тултарнине тата Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлни 10 çул çитнине халалланă «Уралпа Атăл тăрăхĕнчи праçниксемпе йăла-йĕркесем: хальхи культурăри йăласемпе çĕнĕлĕхсем» ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ.

18 Раштав, 2014

Чăваш Енпе Турци малашне те çыхăнса ĕçлĕç

Декабрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Умит Ярдымпа тата Турци Республикин Хусанти Тĕп Консулĕпе Турхан Дильмачпа тĕл пулнă.

Вĕсем Чăваш Енпе Турци малашлăхра экономика, вĕрентÿ тата культура енĕпе çыхăнса ĕçлессине сÿтсе явнă.

Посол господин Раççей Президенчĕ Владимир Путин Турци Республикинче патшалăх визичĕпе пулнă чухне Турци Президенчĕпе Реджеп Тайип Эрдоганпа тĕл пулнă май икĕ ен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен пĕлтерĕшлĕ йышăну тунине палăртнă.

25 Чÿк, 2014

Чăваш Республикипе Турци: çыхăнусен çĕнĕ тапхăрĕ

Çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Турци Республикин Эскишехир провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Гюнгер Азим Туна ертсе килнĕ делегацийĕпе тĕл пулнă.

22 Чÿк, 2014

Чăваш Ен студенчĕсем китайла вĕренеççĕ

Чăваш патшалăх университечĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче вырнаçнă аслă шкулсемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Беларуç, Казахстан, Германи, Итали тата ытти çĕршыври студентсемпе преподавательсем Чăваш Ене килсе кураççĕ, пирĕн ентешсем те вĕсем патĕнче хăнара пулаççĕ.

Pages