Çирĕп тымарăн хунавĕ тĕреклĕ
Ĕçчен те пултаруллă, пурнăçа юратакан çынсем пулнă вĕсен несĕлĕсем: хăйсен ят çĕрĕ çинче иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тар тăкса, пусран тенкĕне çитерсе пуянлăх пухнă, ăрăва малалла тăснă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30- мĕш çулĕсенчи ахăр самана вĕсене авни-хуçнине пăхмасăр йăх тымарне хăрма паман, çынлăха çухатман, ентешĕсене вĕчĕрхенсе-тарăхса пурăнман. Йывăрлăхсене парăнтармашкăн хевте çитерсе кун-çул сукмакне такăрлатнă. Çемье çавăрнă, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Çĕршыва тăшман эшкерĕ тапăнса кĕрсен кар тăрса ăна хÿтĕлемешкĕн алла пăшал тытнă. Хăшĕ-пĕри çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕх выртса юлнă, ачи-пăчине çурма тăлăха хăварнă.
Паянхи кăларăмра вулакана вăрçă ачин, ят-сумлă çыннăн, Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ÿссе пурнăçне тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă Петр Петрович Игнатьев асилĕвĕпе паллаштаратпăр.
Йăкăнат ратти
Михаил Игнатьев ашшĕ, Илья Павлович, каласа панă тăрăх — пирĕн йăх Йăкăнат ятлă çынран пуçланса кайнă. Унпа пĕртăван Тарасран — Черновсен ратти.
Йăкăнатăн тĕп килĕ Санька Максимовсен вырăнĕнче ларнă. Вăл хăй патша çарĕнче хĕсметре 25 çул тăнă май укçа тĕлĕшĕнчен чухăн пулман. Çавăнпа çил арманĕ лартма хевте çитернĕ те ĕнтĕ. Ывăлĕсем — Таниле, Илле, Макçăм тата Павăл — икшерĕн черетленсе, кун сиктерсе тырă авăртнă. Ку тăрăхра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленме тытăнсан ял куштанĕсем вĕсен арманне туртса илме тĕв тунă. Çакна сиснĕ ашшĕ хушнипе ывăлĕсем çĕр варринче кайса хуралтăна пăснă та кăвак шуçăм киличчен пĕренесене турттарса пĕтернĕ, хăйсен хушшинче пĕр пек валеçнĕ. Çакă, паллах, çĕнĕ самана хуçисене килĕшмен, суда тавăç тăратнă. Пĕртăвансем: «Арман çурчĕ çĕрĕшнĕ, çавăнпа пăсма тиврĕ», — тесе ĕнентернĕ. Суд вара нимĕн те тăвайман тет.
Тарасăн тĕп килĕ Василий Тарасов пурăннă вырăнта пулнă. Вĕсен умĕнче хĕрлĕ кирпĕчрен çĕкленĕ часавай ларнă. Кайран ăна пăснă.
Тарас ывăлĕсем те тулăх пурăннă. Колхоз йĕркеленĕ чухне вĕсен çил арманне, çăм таптар-малли машинине туртса илнĕ. Тимакапа арăмне ссылкăна янă. Хĕлипе уйрăлса тухсан хушаматне улăштарни инкекрен çăлса хăварнă.
Çывăх çыннăмсем
Аттепе /вăл — Йăкăнат ывăлĕн Иллен ачи/ анне /Валентина Морозова Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ/ 1928 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. Аслисем сĕннипе вĕсем тĕп килтен уйрăлса тухнă. Асатте çамрăк мăшăра выльăх вити, кĕлет, ĕне панă. Турикасра çурт çавăрма ĕмĕтленнĕ вĕсем.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ: нумай та вăхăт иртмен вĕсен кĕлечĕн тăррине сирсе кĕрсе вăрăсем тыррине пĕр пĕрчĕ юлмиччен шăлса тухнă. Атте вара пĕртăвансем патне пурăнмашкăн куçма, унччен Çтехвин Хĕветĕрĕ пурăннă вырăнта çурт лартма шухăшланă. Хăйсене асаттерен куçнă пÿрчĕ пĕчĕк пулнă — ĕнине, тумтирне сутса Хĕветĕр Чернов çуртне туянса çурт çавăрма тивнĕ. Çемьене тăрантарса пурăнас тесе хăй пĕве тытнă çĕре ĕçлеме çÿренĕ. Ун чухне çакăншăн çăкăр панă. Эпир, ачисем, кайăк чĕпписем пек çимелли кĕтсе лараттăмăр. Хĕл кунĕсенче аттепе анне авăн çапнă, киле таврăннă май ĕне валли пултарнă таран улăм йăтса килнĕ.
Председательпе курса калаçнă хыççăн атте ГСУ /сортсем сăнакан патшалăх участокĕ/ ла-шисене пăхма тытăннă. Çакăншăн ăна уйăхра 2 пăт тырă пама шантарнă, ыттишĕн ĕç кунĕ тăрăх тÿленĕ. Çĕрулми лартса çитĕнтерме пушă пахча вырăнĕ уйăрнăччĕ. Унпа эпир икĕ çул усă курнă. Çав вăхăтра анне чире кайрĕ: куçĕ сиплесен те самайланмасть. Мĕн тумалла? Аптранă енне аппапа иксĕмĕр юмăç патне тухса утрăмăр. Вăл вĕрентсе янине тĕпе хурса имленĕ хыççăн çывăх çыннăмăр сывалчĕ.
...Кĕлете çаратса кайнă хыççăн чылай вăхăт ураланаймарăмăр. Пурнăç хĕсĕнсе çитнипе кукамайсем патне куçма тиврĕ, унта сывлăш çавăрса яричченех пурăнтăмăр. Аттене ĕçре тырă паратчĕç, кукамай çамрăк пăру парнелерĕ. Майĕпен майлашăнса пыма тытăннăччĕ, çут тĕнчене Маня йăмăкăм килчĕ. Шкула çÿремешкĕн пурттенкке, çăпата туса, кĕпе, шăлавар çĕлесе пачĕç. Çакăншăн питĕ хĕпĕртенĕ эпир. Анчах савăнăç нумая пымарĕ...
Аттесĕр пурнăç
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхра радио пулман. Çапах та нимĕç фашисчĕсем Совет Союзне тапăннă текен хыпар ялта хăвăрт сарăлчĕ. Ачисене ют çĕрте хăварас мар тесе атте пире тăван яла илсе кайрĕ. Хамăрăн пÿртре пурăнма май çуккипе Илюк тетесем патне куçрăмăр, кукамай панă пăру валли алкумĕнче вырăн хатĕрлерĕмĕр. Пуш уйăхĕнче кĕлте çапма кайнă, киле таврăннă чухне улăмне тынашкана çитермешкĕн йăтса килнĕ, унран юлнине урайне сарса хамăр выртса çывăрнă. Ирсерен пуçтарса кăмакара çунтарнă. Икĕ çемьене çимелĕх чукунпа апат пĕçерме лартнă — çавăнпа кун каçнă. Çулла уйсене çумран тасатма çÿренĕ, яшка валли кăшкар ути пуçтарса килнĕ. Вăхăт пур чухне крахмал пухма кайнă. Нĕркеçрен куçса килсенех кăмакана пăсса каланкка турĕç, алкум урайне юсарĕç. Ун хыççăн тин тăван килте тĕплентĕмĕр.
1942 çулта атте вăрçа тухса кайрĕ, тепĕр çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ хучĕ килчĕ — питĕ пысăк хуйхă пырса çапрĕ çемьене.
Мунча хутса кĕмешкĕн вутă çук. Инкек çине синкек тенĕ евĕр пурне те кăрчанкă нушалантарма тытăнчĕ. Аннепе иксĕмĕр вăрмана хăрăк турат пуçтарма тухса утрăмăр. Мунча хутса имлентĕмĕр.
Шăрпăк, тăвар, супăнь, краççын тупма та кансĕр. Ирхине камсен мăрйинчен тĕтĕм тухать — çавсем патне кăвар илме каяттăмăр. Ыттисене кура арман чулĕпе тимĕре шаккаса тивертмелли хатĕр ăсталарăм. Çулăм кăларас тесе ăна вĕре- вĕре пуç ыратакан пулатчĕ. Кăмака умĕнче икĕ кирпĕч çине крахмал хутăшĕ хурса пашалу пĕçереттĕмĕр. Каярахпа крахмал симĕсленме пуçланине пăхмасăр унран апат янтăлаттăмăр. Унпа чĕре сури тунипе вар- хырăм чирĕ аптратма пуçларĕ.
Мĕнпе тăранса пурăнмалла? Анне майне тупрĕ-тупрех: патшалăха памалли сĕтрен çу ÿкерме тытăнчĕ. Кун пек чухне хамăр валли уйран юлатчĕ.
Хирте тырă пиçме тытăнсан ана хĕррине вăрттăн кĕрсе лараттăмăр, шÿрпе пĕçермелĕх те пулин шĕкĕлчесе кĕреттĕмĕр.
Шкултан таврăнсан малтанхи çул çапма ĕлкĕреймен пăрçана çиме каяттăмăр. Хуралçă курсан выльăха хăваласа кăларнă евĕр хÿтеретчĕ, тытсан колхоз правленийĕнчи тĕттĕм кĕтесе хупса хуратчĕ. Аслисем пăшăрханатчĕç: каç пулнă — ачасем киле таврăнман. Шырама тухатчĕç, сăлтавне пĕлсен апат йăтса пыратчĕç. Кайран кăларса яратчĕç вара. Çакнашкал мелпе пире ăса вĕрентесшĕн çуннисем Осип Ягудинпа Иван Царев пулнă.
Кĕркунне «Коммунар» комбайнпа тырă çапнă çĕре кĕлте йăтма кайрăмăр. Пире шыв патне ячĕç. Ăна илсе килме тухрăмăр, утатпăр, утатпăр — ниепле те çитейместпĕр. Аташса кайнă иккен. Пичкеллĕ урапана вĕçертсе иккĕн пĕр лашапа аслă çул çине тухрăмăр. Ăçталла каймаллине пĕлместпĕр хамăр. Хирĕç килекен машинăна чарса шофертан ыйтма тăн çитертĕмĕр, вăл «Канаш—Патăрьел» çулĕпе пынине кăшкăрса пĕлтерчĕ. Çапла Çĕрпÿеле çитрĕмĕр. Улаха тухнă ачасем пире çĕр каçма вырăн тупса пачĕç, ăшă пÿрте вырнаçтарчĕç, каланккăра пĕçернĕ çĕрулмипе хăналарĕç. Ирпе шыв урапине çаклатса киле пуçтарăнтăмăр: Ваççа лаша утланнă, эпĕ — урапа çинче. Кĕтмен çĕртен пăта пушанса кайнипе кустăрма тухса ÿкрĕ, унпа пĕрле эпĕ те çĕрелле вирхĕнсе урана сиктертĕм. Пĕр лашана иккĕн утланса яла çитрĕмĕр. Анне килте çук, кунĕпе йĕрсе лартăм. Вăл лашишĕн хуçине сĕт, çăнăх парса Куславккана лавпа краççын илме кайнă иккен. Вĕтĕ çĕрулми сутса шăлавар илсе килнĕ. Ура сыппине вырăна ларттарма лашапах илсе кайрĕç.
Анне конюха кĕчĕ. Хушма ĕç те тупăнчĕ ăна валли: алăпа акакансем валли хире вăрлăх кăлармалла. Киле пусыпкă илсе килнĕ тесе çын çăхавĕпе колхоз председателĕ Симун Головин шыравпа пычĕ, вăрçса хăварчĕ.
Вĕçĕ çитес номерте .
Комментари хушас