Комментари хушас

13 Утă, 2016

Самарти конференцирен - Нурлатри уява

Нумаях пулмасть Самар хулинче унти патшалăх социаллă педагогика университечĕн философипе истори тата тĕнче культурин теорийĕн кафедри вăтăр çул тултарнине тата Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлни 10 çул çитнине халалланă «Уралпа Атăл тăрăхĕнчи праçниксемпе йăла-йĕркесем: хальхи культурăри йăласемпе çĕнĕлĕхсем» ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ.

Ăна йĕркелекенĕ — çÿлерех асăннă кафедрăна ертсе пыракан истори ăслăлăхĕсен докторĕ Екатерина Ягафова. Екатерина Андреевна — чăваш. Конференцие вăл хăйĕн «Чăвашсен хальхи праçникĕсемпе йăла-йĕрке культурин çивĕч ыйтăвĕсем» доклачĕпе уçрĕ.

Конференцие Мускав, Санкт-Петербург, Самар, Хусан, Шупашкар, Чĕмпĕр, Саранск, Йошкар-Ола, Пермь, Магнитогорск, Тюмень, Вильнюс /Литва/, /Эстони/, Инсбрук /Австри/, Париж /Франци/ тĕпчевçисем хутшăнчĕç. Вĕсем пурте — Уралпа Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен культурине тĕпчекен çынсем. Чăваш культурине тĕпчекенсенчен çаксем пулчĕç: Екатерина Ягафова /Самар/, Георгий Матвеев, Елена Федотова /Ермилова/ /Шупашкар, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ/, Оксана Егорова, Татьяна Семенова /Шупашкар, Чăваш патшалăх университечĕ/, Владислав Медведев /Магнитогорск/. Тĕпчевçĕсем чăваш халăхĕ хăйĕн авалхи культурипе пуяннине, паянхи кун та хăшпĕр вырăнта аваллăх сыхланса юлнине хăйсен доклачĕсемпе ĕнентерчĕç, сăнÿкерчĕксемпе çирĕплетрĕç. Наталья Герасимова хăй чăваш мар пулсан та Тюмень облаçĕнче чăваш культури манăçа ан тухтăр тесе чылай тăрăшать, учитель пулнă май вăл ку енĕпе шкул ачисемпе ĕçлет, музей тытса тăрать /материалсене ачасемпе пухать, упрать, занятисем ирттернĕ чухне ку музейри япаласемпе усă курать/.

Самар хули хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Унта ĕлĕкхи хитре çурт питĕ нумай. Авалхи кашни çурт — хăйне уйрам палăк. Санкт-Петербург тейĕн. Конференцин пĕрремĕш кунĕ — Самар патшалăх социаллă педагогика университетĕнче, иккĕмĕш кунĕ Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртрĕç. Виççĕмĕш кунне ăсчахсем автобуспа Тутарстанри Нурлата çул тытрĕç, унта иртекен Уявра савăнчĕç.

Елена Федотова.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.