Чăваш Республикипе Турци: çыхăнусен çĕнĕ тапхăрĕ

25 Чÿк, 2014

Çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Турци Республикин Эскишехир провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Гюнгер Азим Туна ертсе килнĕ делегацийĕпе тĕл пулнă.

Делегаци йышĕнче - Турцин Хусанти генеральнăй консулĕ Турхан Дильмач господин тата ыттисем. Чăваш Республикинчен тĕлпулăва Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари Представительствин Шупашкар хулинчи уйрăмĕн ертÿçи Александр Погодейкин, ЧР Экономика аталанăвĕн тата Вĕренÿ министерствисен представителĕсем хутшăннă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикипе Турци суту-илÿпе экономикăра, культурăпа вĕренÿре пĕр-пĕринпе çыхăну тытмалли малашлăха сÿтсе явнă.

Иван Моторин премьер Турци делегацине саламласа Чăваш Енпе Турци тахçанхи туслă хутшăнусемпе çыхăннине палăртнă. Уйрăммăн илсен Шупашкар тата Антали тăванла хуласем пек çыхăну тытаççĕ. «Сирĕн провинципе те туслă çыхăнусем йĕркелессе шанатăп», - палăртнă премьер-министр. Эскишехир провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Гюнгер Азим Туна господин ăшшăн йышăннăшăн тав тунă, Чăваш Республикинчи тата Турцири университетсен хушшинче, çавăн пекех культурăра икĕ енлĕ хутшăнусем йĕркелессе шаннине пĕлтернĕ.

Культура министрĕ Вадим Ефимов Эскишехир провинцийĕн коллективĕсене 2015 çулхи июнĕн 23-24-мĕшĕсенче «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнма чĕннĕ, Турци Республикин тата Чăваш Ен художникĕсен куравне йĕркелеме хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

Суту-илÿпе экономикăри çыхăнусене анлăлатассине илес пулсан Турци Республикин Хусанти консулĕ Турхан Дильмач Турци инвесторĕсемпе тĕлпулусем йĕркелеме хатĕр пулнине каланă, пайтаçăсен Чăваш Республикипе çывăхрах паллашмаллине палăртнă. Генконсул пĕлтернĕ тăрăх - Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Посолĕн Чăваш Ене килес кăмăлĕ пур. Хамăрăн республика премьер-министрĕ Чăваш Ен сумлă хăнана йышăнма хавас пулнине, çывăх кунсенче Посол патне йыхрав ярасса пĕлтернĕ. «2015 çулта Турци инвесторĕсемпе тĕлпулас енĕпе республика та ĕçлет. Кунсăр пуçне эпир республикăри бизнес çыннисенчен тата культура ĕçченĕсенчен пысăк делегаци йĕркелетпĕр, сирĕн региона çитсе килме хатĕрленетпĕр. Çывăх çулсенче эпир хамăрăн ĕçлĕ хутшăнусенчи çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшăпăр», - тенĕ Иван Моторин.

А.КУЗНЕЦОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.