Комментари хушас

18 Раштав, 2014

Чăваш Енпе Турци малашне те çыхăнса ĕçлĕç

Декабрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Умит Ярдымпа тата Турци Республикин Хусанти Тĕп Консулĕпе Турхан Дильмачпа тĕл пулнă.

Вĕсем Чăваш Енпе Турци малашлăхра экономика, вĕрентÿ тата культура енĕпе çыхăнса ĕçлессине сÿтсе явнă.

Посол господин Раççей Президенчĕ Владимир Путин Турци Республикинче патшалăх визичĕпе пулнă чухне Турци Президенчĕпе Реджеп Тайип Эрдоганпа тĕл пулнă май икĕ ен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен пĕлтерĕшлĕ йышăну тунине палăртнă.

«Икĕ çĕршыв хушшинчи суту-илÿ çаврăнăшне ÿстермешкĕн пысăк тĕллевсем пур, вĕсене пурнăçлас тесен Раççей регионĕсемпе çыхăнăва çирĕплетмелле», - тенĕ Турцин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Турци хушшинчи экономикăпа культура çыхăнăвĕсене аталантармашкăн пĕтĕмпех тума хатĕррине палăртнă. «Малашнехи хутшăнусем çирĕпленччĕр тесен пирĕн çынсен чĕрисем пĕр-пĕринпе çывăхрах пулмалла», - пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ.

Справка: Турци Республики - Чăваш Енĕн суту-илÿпе экономика партнерĕсенчен пĕри. 2014 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче, Чăваш таможня посчĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Турци Республикипе Чăваш Республики хушшинчи тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ АПШ 4154 пин долларĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1,8 хут ÿснĕ. Турци Республикине ăсатнă экспорт АПШ 2197,5 пин долларĕпе танлашнă, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,3 хут пысăкрах.

Л.ПАВЛОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.