Çулçÿрев

12 Чÿк, 2016

Христофор Колумб йĕрĕпе

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 41-43-мĕш номерсенче/.

Хаксем пысăк пулин те шалу — çÿллĕ шайра мар: вăтамран 250-300 доллар. Мĕнле май килтереççĕ, пĕлместĕп, анчах та эпир канмалли кунсенче дачăра мекĕрленме хăнăхнă, унта — канма. Шăматкун-вырсарникун вырăнти халăх отеле пырса тулать. Кĕленче çĕклесе шыва кĕрсе тулаççĕ. Шалах кĕмеççĕ, ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса шыврах хаяр шĕвек сăрăхтарса лараççĕ. Шывран вара хура пуçсем кăна курăнаççĕ. Бегемот пек. Ун пек чухне эпир шаларах ишсе çÿреме тăрăшаттăмăр. Юрать, тарăн мар. Шывĕ лăпкă. Ытти тинĕс пек чăтма çук тăварлă та мар. Тепĕр енчен, “бегемотсен” ушкăнне сăнама та кăмăллă. Доминиканецсене тĕнчери чи “сексуаллă халăх” тесе ахальтен каламаççĕ. Чăнах та, нимрен те, никамран та вăтанмаççĕ. Каярахпа вырăнтисенчен çакна пĕлтĕмĕр. Канмалли кун вĕсен — холидей /тепĕр тĕслĕ — уяв, ĕçлемелле мар кун/. Кăна шкул программинченех ас тăватăп-ха. Вăт холидейра — чăн-чăн ирĕклĕх: такампа та темĕн чухлĕ савăшма юрать. Çав шутра — çемьеллисен те. Мораль енчен пăсăк иккенне пĕлтермест ку. Морале килте чухне кăна пăхăнмалла...

3 Чÿк, 2016

Пĕрлĕхре - вăй

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă.

Ыхраçырминче вырăнта туса илнĕ апат-çимĕçпе, таварпа паллашнă вăл. Регион ертÿçи Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕн аш-какай тирпейлекен цехне уçнă çĕре хутшăннă. Кунта сменăра виçĕ тонна аш продукцине хатĕрлесе кăлараççĕ. Цех тума 36 млн тенкĕ тăкакланă. Хальхи вăхăтра рынок аш-пăш продукцийĕпе тулнă темелле.

3 Чÿк, 2016

Христофор Колумб йĕрĕпе

Доминикана — çул çÿреме юратакан кашни туристăн ĕмĕчĕ. Эпир те унта çитсе курма пултарасса шухăшлама та пултарайман паллах. Анчах нимĕнрен те хăрамалла мар иккен.

Отеле çитсе выр­наçсанах яланхи пекех вырăнти гидпа тĕл пулатпăр. Ют çĕршывра хамăра мĕнле тыткаламалли пирки панă инструкци — пĕр япала. Гид калани — пачах урăх.

/Малалли. Пуçламăшĕ

41-42-мĕш номерсенче/.

Хăрушсăрлăх урокĕсем

29 Юпа, 2016

Христофор Колумб йĕрĕпе

/Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Америкăна Колумб уçнă... Çак каларăша пĕлмен шкул ачи те çук-тăр... Интернетра çакăн пирки информаци — чăп тулли. Çавăнпа та тепĕр хут каласа кăтартас килмест. Çакна кăна асăнса хăварам. 1492 çулхи раштав уйăхĕнче Испани королевин карапĕсем... тĕнче хĕррине пырса тухнă. Нумай вăхăт типĕ çĕр курман моряксем çыран хĕррине тухса юр пек шурă хăйăр çине йăвана-йăвана кайнă. “Ыр пиллĕхлĕ çĕр...” — çырса хунă капитан çул блокнотĕнче. Хăй уçнă утрава вăл тăван çĕршывне халалласа Эспаньола ят панă. Капитан, вăл ĕнтĕ шăпах Колумб пулнă, çак çĕре ĕмĕрлĕхех юратса пăрахнă. Епле юфратмăн? Кунта — вăл халиччен курман чаплă пляжсем, тĕнчер и чи хитре, симĕс-кăвак тĕспе ялкăшакан Кариб тинĕсĕ... Çăтмах!

22 Юпа, 2016

Христофор Колумб йĕрĕпе

Лайăх пурнăçа çын хăвăрт хăнăхать. Анчах та паян лайăх пурăнма ая-яй! çăмăл мар. Чăн та, урапари пакша пекех çаврăнкалама тивет. Вĕçĕмсĕр, пĕр чарăнми, канма пĕлмесĕр... Черетлĕ отпуск çитсен хĕрĕмсемпе глобуса чылай çавăркаласа лартăмăр. Таçта та каяс килет, темĕн те курас килет... Анчах çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн сахалтан та е 7 вырăнта пĕр харăс тар тăкмалла, е ...пуян арçын тупмалла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вĕсене “спонсор” теме пуçларĕç-ха. Пирĕншĕн вара икĕ варианчĕ те юрăхлă мар. Пĕрремĕшĕ — пĕр харăс çичĕ вырăнта ĕçлеме талăкра 24 сехет мар, 48 та çитес çук.

Pages