Христофор Колумб йĕрĕпе

22 Юпа, 2016

Лайăх пурнăçа çын хăвăрт хăнăхать. Анчах та паян лайăх пурăнма ая-яй! çăмăл мар. Чăн та, урапари пакша пекех çаврăнкалама тивет. Вĕçĕмсĕр, пĕр чарăнми, канма пĕлмесĕр... Черетлĕ отпуск çитсен хĕрĕмсемпе глобуса чылай çавăркаласа лартăмăр. Таçта та каяс килет, темĕн те курас килет... Анчах çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн сахалтан та е 7 вырăнта пĕр харăс тар тăкмалла, е ...пуян арçын тупмалла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вĕсене “спонсор” теме пуçларĕç-ха. Пирĕншĕн вара икĕ варианчĕ те юрăхлă мар. Пĕрремĕшĕ — пĕр харăс çичĕ вырăнта ĕçлеме талăкра 24 сехет мар, 48 та çитес çук. Çитсен те, ун пек ĕçлесен, паллă каларăшри пек, тинĕс хĕррине çитсен вилсе выртмалли кăна юлать. “Увидеть море и умереть...” Иккĕмĕш варианчĕпе усă курма... Хама та ун пек воспитани паман, хам та ĕнтĕ мĕнле воспитани илнĕ — çавнах хĕрĕмсене панă. Апла пулсан мĕн тумалла? Кризис тесе, Атăл хĕрринчи дачăра çăвĕпех йăран шăварнипе, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешнипе çырлахмалла-и-ха? Ну, çук уш! “Анне, — терĕç хĕрĕмсем те. — Пире тата мĕн тума ÿстернĕ? Санăн кредитусем пире кăсăклантармаççĕ. Атя, пăхкала унта — “что к чему и почему”. Хам та ĕнтĕ ахальтен хулара 30 çул ытла пурăнатăп-и? Батон çие-çие вырăсла перкелешме хăнăхнă, Интернет анлăшĕпе туслашнă. Унтан та ытла — чикĕ леш енче пĕрре мар пулнă. Хайхи “к чему и почему”сене тăнлатăп кăштах.

Кăçал, суйлав тесе, пуçлăхсем çуллахи шăрăхра ямарĕç отпуска. Кĕр енне вара кану тăрăхне суйламалăх та юлмасть. Сочипе Абхазире юпа уйăхĕнче çумăр пуçланма пултарать. Турципе Египетра лару-тăру шанчăклă мар. Индире, Вьетнамра, Таиландра сезон хĕлле кăна пуçланать. Чăнласах Атăлăн симĕс шывне пăтратмалли кăна юлать-и-ха капла? Пуçа усмастăп-ха. Турагентствăсемпе çыхăннă, Интернет уйне тишкернĕ хыççăн пепкемсем патне хăюллăнах шăнкăравлатăп: “Тупрăм! Акци тупрăм! Кашни çын пуçне — 20 пин тенкĕ йÿнĕрех. Анчах та ыран-паян тухса каймалла. Ăçта? Доминикана республики. Латинла Америка. Кариб тинĕсĕ. Тропика”. Ачамсем сăмаха вĕçлеме те памарĕç: “Каятпăр”. Ну, юрĕ. Укçа-тенкĕ ыйтăвне хăйсемех татса пама шантарнă хыççăн кĕске йĕмсемпе майкăсене хăюллăнах чăматана пеме пуçларăм — ара, унта, Доминиканăра, çулталăкра 366 кун шăрăх шантараççĕ вĕт.

Çула тухиччен чăматансем çине йăпăрт ларса илнĕ хыççăн, йăли çапла, чарăнăва васкатпăр. Пирĕн çурçĕр тĕлне Мускава, Домодедово аэропортне, çитмелле. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, аталансах пырать. Халĕ тĕп хулана ĕлĕкхи пек автобуспа çÿремеççĕ. Каллех Интернет пулăшать — Мускава каякан машинăсем çула май пассажирсем илеççĕ, çакăн пирки тĕрлĕ сайтра пĕлтерÿ вырнаçтараççĕ. Эпир те çапла пĕринпе калаçса татăлтăмăр. Анчах сумкăсене çĕклесе çул çине тухса тăтăмăр кăна, телефон шăнкăртатрĕ. Пĕтрĕмĕр! Пирĕн машина çĕмĕрĕлсе кайнă, çула тухаймасть. Эпир вара самолета билет туянса хунă вĕт. Автовокзала шăнкăравлатăп. Автобуссем ирех тата каçхине кăна çула тухаççĕ. Мĕн тумалла халĕ? Ĕлкĕрейместпĕр-иç! Тăнлавран хĕсме пуçларĕ, пăлханнипе пăштик-пăштик сывлатăп. Тĕнче пĕтсе килет тейĕн. Татах Интернетра çавăрттаратпăр. Телее, тепĕр машина тупăнчĕ. /Мĕн тесе çав таран пăлхантăм-ха?/ Тинех çула тухрăмăр. Вăхăтлăха сывă пул, Чăваш Ен!

Çул çинче — пĕр талăк

Чăн та, унта çитиччен самаях мекĕçленме тиврĕ-ха. Мускава çитиччен пăкка çаклантăмăр. Çул юсаççĕ. Пăкăра пилĕкшер сехет ларакан та пур-мĕн. Куç сехет çинчен каймасть. Регистрацие вăхăтра çитесчĕ... Эпир пăлханнине водитель сисрĕ курăнать, пăкăран тавра çулсемпе тухма тĕв турĕ. Çырма-çатрапа, гаражсен хушшипе пыратпăр. Тавралла нимĕн те курăнмасть... Юрать, пĕччен мар. Çапла пăтранкаласа палăртнă вăхăта çитрĕмĕрех аэропорта. Мускавра сывлăш хуралçисем пассажирсене çирĕп тĕрĕслеççĕ. Аэропорт çуртне кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă рама витĕр иртеймесĕр халтан кайрăм. Кăшкăрать те кăшкăрать. Чи хăрушă террориста çаклатнă тейĕн. Çумра нимĕн те юлмарĕ ĕнтĕ: сумка, телефон, куртка — йăлт сканер витĕр тухакан конвейер çинче. Йăлт хывăнтармалли кăна юлнă. Прибор вара çаплах сасă парать. Мĕн амакĕ? “Фольга таврашĕ çук-и çумра?” — аэропорт ĕçченĕсем хăйсем те аптраса çитрĕç курăнать. Мĕн тăвас манăн фольгапа? Аса илех кайрăм. Э-э, ара, лăплантаракан, ыратнине ирттерекен эмелсене, алă айĕнче пулччăр-ха тесе, багажа ăсатманччĕ, кофта кĕсйине чикнĕччĕ. Шÿт-им? 12 сехет вĕçмелле вĕт! Вĕсене кăларса кăтартрăм. Пурпĕр йăлт хыпашласа тĕрĕслерĕç, нимĕн те тупаймарĕç. Çакăн хыççăн кăна малалла иртме ирĕк пачĕç. Регистрацире яланах чунра лăпкă мар — пĕр-пĕр парăм пулсан çĕршывран тухмашкăн ирĕк памаççĕ-çке. “Алимент çук-ха, — вĕçет шухăш, — налук вăхăтра тÿленĕ, машинăпа хĕрĕм çил пек вĕçтерсе çÿренĕшĕн килекен штрафсемпе вăхăтра татăлать...” Чиперкке çине сывламасăр тенĕ пек пăхатăп. Фу-у, чиперех, йăл кулса ырă çул сунчĕ хайхи. Паспорт, таможня тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă хыççăн тинех самолета вырнаçатпăр. Машинăра 10 сехет лăканса пытăмăр. Сывлăшра тата ытларах ирттермелле. Талăк — çул çинче. Акă хурçă кайăк хăвăртлăхне ÿстерсе-ÿстерсе пырса вăшт! кăна çăмăллăн çĕкленчĕ. Калăн, салонра 300 ытла çын çук та. Аялта — тутлă ыйхăра тĕлĕрекен Мускав. Ирхи 4 сехет. Умра — Кариб тинĕсĕ.

Пунта Кана

Салонра вырнаçсанах умри ларкăч çинче пĕчĕк ачаллă мăшăра асăрхатăп. Ашшĕ-амăшĕ пилĕк-ултă уйăхри хĕр пĕрчине Полина тесе чĕнет. Йĕрмĕшмест пепки. Лăпкă. Амăшĕ ачине çÿле-çÿле çĕклесе выляттарать. Тÿрех Интернетра анлă сарăлнă сăнÿкерчĕк аса килчĕ. Синай çурутравĕ тĕлĕнче сирпĕннĕ самолетра та пĕчĕк ача вĕçнĕ. Аслисем ăна аэропортра юлашки хут сăн ÿкернĕ — хĕр пĕрчи пассажирсен залĕнчен самолетсем çине пăхса тăрать. Египетри Шарм-эль-Шейх хулинчен çĕкленнĕ çав рейсра никам та чĕрĕ юлайман. Çав шутра — хайхи пĕчĕк ача та... Тĕнчипе калаçтарнă инкекрен кăшт маларах кăна эпир те çав хулара каннăччĕ. Çав аэропортранах вĕçнĕччĕ. Умри пĕчĕк Полинăна курсан чунра сÿ! турĕ. Инкеклĕ сăнÿкерчĕк куç умне тухрĕ. Пуçра хăй тĕллĕнех кĕлĕ сăмахĕсем вăранчĕç. Турăçăм! Йĕркеллĕ илсе çитерсем. Усал шухăша айккинелле хăваласа ыйха путма тăрăшатăп. Майĕпен вăранса пыракан хĕвел шевли иллюминатортан салона сăрхăнса куç хупанкине лăпкать.

Шыв-сĕткенпе сăйланнă, икĕ хутчен вĕри апат çинĕ май вăхăт иртни сисĕнмест те. Акă самолет çемçен кăна ют çĕре анса ларчĕ. Пунта Кана. Доминикана республикин туризм тĕп хули шутланать вăл, çавăнпа самолетсем Санто-Домингона мар, унта вĕçеççĕ. Кондиционер уçăлтарса пынă салонран урама тухсан пите тÿрех вĕри те нÿрĕ сывлăш пырса çапать. Эпир вара — ăшă курткăсемпе, джинс йышши шăлаварсемпе... Ку тăрăхра сезон чÿк уйăхĕнче кăна пуçланасса систернĕччĕ-ха пире. Анчах та чăваш алăпа тытса пăхмасăр ĕненет-и вара? Чăнах та чăтма йывăр. /Маларах кайса тÿрех каласа хăварам. Экскурсисенче те, отель таврашĕнче те çынсем тăн çухатса йăвана-йăвана кайнине каярахпа хам та куртăм/.

Куç умне аэропорт тухса тăчĕ. Тăррине хăмăш витнĕ... Шала кĕретпĕр. Нимĕнле кондиционер та çук, мачча айĕнче пысăк вентиляторсем кăна çаврăнаççĕ. Анчах та вĕри сывлăша унта-кунталла хăваланисĕр пуçне вĕсенчен урăх нимĕн усси те çук. Тухкаласа курнисем ăслă хăтланчĕç — самолетрах кĕске йĕмсемпе майкăсем тăхăнчĕç. Эпĕ вара аэропорт çуртĕнче сывлăш ытти çĕрти пекех уçă пуласса шаннăччĕ. Курткăсене хыватпăр, йĕм пĕççисене тавăратпăр та документсемпе черет тăратпăр. Каллех — тĕрĕслев. Каллех маларах кайса каласа хăварам. Çитсессĕн те, каялла таврăннă чухне те Пунта Кана аэропортне çăмăллăнах кĕртни тĕлĕнтерчĕ. Раççейри пек çирĕп тĕрĕслев çук. Нимĕнле рамка та вырнаçтарман. Сумкăсене сканерламарĕç те. Таврăннă чухне черет çумĕпе овчарка çавăтса иртрĕç — пĕтĕм тĕрĕслев пулчĕ курăнать ку. Республикăна мĕнле тĕллевпе килнине ăнлантарса çырнă, виза вырăнне çын пуçне 10 доллар тÿленĕ хыççăн аэропорт тепĕр енчен урама тухатпăр. Хăвăртрах — отеле илсе çитерекен автобуса! Унта кондиционер пулмаллах. Трансфер путевка хакне кĕрет. Çавăнпа турфирма представителĕ кĕтсе илет. Тĕрлĕ отеле саланакансене салонран сăнаса ларатпăр. Акă хайхи пĕчĕк Полинăна йăтса ашшĕ-амăшĕ иртрĕ. Салонра Полина ятлă тата тепĕр хĕрача пурччĕ. 7-8 çултискер. “Кур-ха!” — чавсипе кăлт! тĕкет мана хĕрĕм. Хайхискерне, шкул çулне çитнĕскерне, ача кÿмине лартнă, тĕксе пыраççĕ! Самолетра чиперех чупатчĕ, шавласа пурне те йăлăхтарса çитернĕччĕ. Ашшĕ чарма тăчĕ те чавсипе пĕррех хирчĕ хайхискерне пепки: “Атте — япăх çын!” Пăх-халĕ, мĕн таран иртĕхтерме пулать ачана.

Акă пирĕн автобус та тапранчĕ. Çула май туристсене тата икĕ отеле кĕртсе хăваратпăр. Çул аван. Çапах автобус силлекелесе илет. Самолетра турбулент зонисене хăнăхнă хыççăн кун пек силлени сисĕнмест те. Сăпкари пек кăна. Эпир те пысăк хăвăртлăхпа пыратпăр, пурпĕр машинăсем хăвала-хăвала иртсе каяççĕ. Пурте тенĕ пек — джипсем. Ирĕксĕрех ыйту çуралать — кунта хĕл пулмасть, апла тăк транспорт ниçта та кĕрсе ларас хăрушлăх çук. Пушшех те, вырăнти халăх чухăн пурăнать. Çулсем вара — тÿлевлĕ. Анчах та — чаплă машинăсем кăна. Мĕнле май килтереççĕ? Çак ыйтăвăн хуравне каярах тупрăм. Чаплă машинăсем вырăнти халăхăн мар, АПШран килекен пуян туристсен-мĕн.

3 сехет силленсе пынă хыççăн тинех вырăна çитетпĕр. Тĕнче стандарчĕпе кăнтăрла иртни 2 сехетре номерсемпе тивĕçтерме пуçламалла. Анчах доминиканецсен — хăйсен йĕрки. Стандартпа килĕшÿллĕн номерсене кăнтăрлаччен пушаттараççĕ, анчах та виççĕччен вырнаçтарма пуçламаççĕ. Юрать-ха алăсене ятарлă пластик хăйăва тÿрех çаклатса ячĕç. Унпа вара ресторанра апатланма пулать. Тÿрех унта çул тытатпăр. Чи малтан тăраниччен шыв ĕçетпĕр. Çиетпĕр. Пирĕн — “олан клюзив”, “пуриншĕн те тÿленĕ” тенине пĕлтерет вăл. Мĕн çиес килет — çавна çи, мĕн ĕçес килет — çавна ĕç. Кĕнĕ чухлĕ. /Çак йĕркепе пур кăмăлтан усă кураççĕ вара пирĕн туристсем. Ресторанра чи тулли турилккесем — вырăссен. Отельре е тинĕс хĕрринче талăкĕпе урăлмасăр çÿрекенсем — каллех пирĕннисем/.

Форумсенче малтанах вуласа пĕлнĕччĕ-ха: ку отельре — 19 корпус. Вĕсенчен пиллĕккĕшĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Анчах та тин килнисене унта вырнаçтармаççĕ, киввисене кăна. Енчен те условисем тивĕçтермесен кăна тепĕр кунхине номерсене улăштарма пулать. Ку енчен чăрмав çук, пĕр сăмахсăрах татса параççĕ ыйтăва. Тÿрех лайăххине каяс тесен ресепшн администраторĕсене алăран вăрттăн нухрат тыттармалла. Çынсем 20-30 доллар панине каларĕç. Эпир Доминикана коррупцине вăйлатас темерĕмĕр, кивĕ номерпех çырлахрăмăр. Пĕр каçлăха кăна-çке. Чăтма пулĕ. Ыран улăштарăпăр. 18-мĕш корпусра панă номере çитсе кĕретпĕр. Эпир виççĕн, вырăнĕ вара иккĕ кăна. Урайĕнче — шыв. Чи кирли — кондиционер ĕçлемест!!! Нÿрĕ сывлăша пула çи-пуç кĕлетке çумне çат! çыпăçса ларчĕ. Мĕнле çĕр каçмалла кунта? Кăçал Шупашкарта та шăрăхпа тинке тухнăччĕ, чĕрĕ юлассăн туйăнманччĕ. Халĕ тата çакăнта çитсе асапланмалла-и-ха вĕри пула?

Эй, тарама! Пурпĕр лайăх номере куçасса шанса чăматана пушатмастпăр, шыва кĕмелли çи-пуçа васкавлăн кăларатпăр. Тинĕс — акă мĕн пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли. Хăвăртрах! Хăвăртрах! /Калăн çак самантра тинĕс пирĕнтен тарса та тарса пырать/. Кĕлеткене унтан-кунтан хуплакаласа шыв хĕррине чупатпăр. Çитнĕ-çитмен шампăртаттарса шалалла кĕрсе каятпăр. Акă ăçта вăл — çĕр çинчи ырлăх! Çăтмах!!! Хĕвел çунтарать. Çыран хĕрринче — пальма вăрманĕ. Инçех те мар — манга йывăççисем ÿсекен утрав. Унта кайăк-кĕшĕк явăнать. Шывĕ — тин кăна суса кĕнĕ сĕт евĕр ăшă. Тăрна куçĕ пек тăп-тăрă. Тĕпĕнче мĕн пурри йăлт курăнать. Ура айĕнче — шурă хăйăр. Икĕ айккипе — шыв айĕнчи чулсен çивĕчĕ. Тинĕс ахăрса-шавласа хăваласа килекен çÿллĕ-çÿллĕ хумсем вĕсем патне çитсе чулсене çапăнаççĕ те... арканаççĕ. Лăпланаççĕ. Çухалаççĕ. Пирĕн пата нимĕнле пăлхану та çитмест. Таçтах мар та, çапах темиçе çĕршыва çитнĕ — анчах та кун пеккине курман. Тăварлă шывра пĕр хусканмасăр — путмасăр — выртма пулать. Çул çинче ывăнса çитнĕскер, тинĕс ачашлăхне чăтаймасăр, куç хупăнать... “Чаш-ш! — хумĕпе лăпкаса пăшăлтатать тинĕс. Ÿт-пĕвĕме анне çепĕççĕн перĕннĕнех туйăнать. — Ваш-ш!.. Кан. Эсĕ çакна тивĕçлĕ. Çулталăк вăй хурса ĕшеннĕ кĕлеткÿне, чунна сиплер, эмеллер...” Чун, чăнласах çăтмах авăрне лекнĕскер, çаврăнать, ярăнать, явăнать, сăпкари пек ирĕлсе тинĕспе пĕр юрă юрлать...

Рита АРТИ.

/Малалли пулать/.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.