Пĕрлĕхре - вăй

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă.

Ыхраçырминче вырăнта туса илнĕ апат-çимĕçпе, таварпа паллашнă вăл. Регион ертÿçи Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕн аш-какай тирпейлекен цехне уçнă çĕре хутшăннă. Кунта сменăра виçĕ тонна аш продукцине хатĕрлесе кăлараççĕ. Цех тума 36 млн тенкĕ тăкакланă. Хальхи вăхăтра рынок аш-пăш продукцийĕпе тулнă темелле.

- Чĕртавар хамăрăн, экологи тĕлĕшпе те таса. Çавăнпа паха çимĕç сутăнмаллах, - пĕлтерет фермер. Çĕнĕ предприятире 13 çын ĕçе вырнаçнă. Производство аталаннăçемĕн йыш татах хушăнмалла.

Михаил Игнатьев ял çыннисемпе, район ертÿçисемпе тĕл пулнă май Патăрьелсем хастар та пуçаруллă пулнине, бизнеса аталантарнине палăртнă. Кунти паха çимĕç рынокра та хăй вырăнне тупĕ. «Продукцие пирĕн экспорта ăсатма вĕренмелле», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Инвестици явăçтарассипе, экономика хăватне ÿстерессипе лайăх ĕçленĕ район-хулана грант парассине пĕлтернĕ вăл.

Анат Туçари Валерий Кузнецов фермерăн сухаласа акакан çĕр – 150 гектар. Тухăç ÿссе пынă май пахчаçимĕç упрама хранилище тунă. Унта севок, хĕрлĕ кăшман, ытти чĕртавар 300 тонна яхăн упранать. Сывлăш температурине ятарлă хатĕр йĕркелесе тăрать. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов каланă тăрăх - Раççейре севокăн 30 процентне ку тăрăхра туса илеççĕ. Кăçал районта 6 пахчаçимĕç хранилищи хута кайнă. Вырăнта çитĕнтернĕ чĕртавар çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланать. Валерий Кузнецов сăмахĕпе вĕсем те севока Амур, Свердловск, Новосибирск, Челябинск облаçĕсене ăсатаççĕ.

Патăрьелте Михаил Игнатьев район-хула ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

- 2016 çула эпир лайăх кăтартусемпе вĕçлетпĕр, анчах пирĕн пуласлăх стратегийĕ пирки шухăшламалла, - тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертÿçисем шантарнă сăмаха тытайманнине, ĕçе вăхăтра тăвайманнине те каланă. «Пирĕн пĕр командăра ĕçлемелле, эпĕ сире шанатăп», - палăртнă вăл.

Кăçал мĕнпур район-хулана республика бюджетĕнчен укçа парса пулăшнă. Малашне лайăх ĕçлесе пыракан муниципалитетсене те хавхалантарĕç.

Чăваш Енре çĕрпе, куçман пурлăхпа тухăçлă усă курассине аван йĕркеленĕ. Çав хушăрах хăш-пĕр çĕрте патшалăх пурлăхне арендăна илнисен парăмĕ 400 млн тенкĕрен каçнă. Анчах муниципалитетсем ăна шыраттарса илме тавăç тăратмаççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ларура хула-район экономикине инвестици явăçтарас, налук пуçтарассине вăйлатасси пирки каланă. Муниципалитет пĕрлĕхĕсем умĕнчи тĕп тĕллев - халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси. Вĕсене инвестици паспортне йĕркелеме, çĕрпе тухăçлăрах усă курма ыйтнă. Юлашки çулсенче Шупашкар, Етĕрне районĕсемпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем ку енĕпе лайăхрах ĕçленĕ. Улатăр, Куславкка, Шăмăршă районĕсемпе Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш хулисем вара юлса пыраççĕ. ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина инвестици калăпăшĕ чакнине укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе, патшалăх пулăшăвĕ пĕчĕкленнипе çыхăнтарнă. Михаил Игнатьев муниципалитет экономикин пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнчен республика, унта пурăнакансен тăнăçлăхĕ килнине палăртнă. «Вăй-хала пĕрлештерсен кăна эпир çитĕнÿсем тума пултаратпăр», - тенĕ вăл.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.