Христофор Колумб йĕрĕпе

12 Чÿк, 2016

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 41-43-мĕш номерсенче/.

Хаксем пысăк пулин те шалу — çÿллĕ шайра мар: вăтамран 250-300 доллар. Мĕнле май килтереççĕ, пĕлместĕп, анчах та эпир канмалли кунсенче дачăра мекĕрленме хăнăхнă, унта — канма. Шăматкун-вырсарникун вырăнти халăх отеле пырса тулать. Кĕленче çĕклесе шыва кĕрсе тулаççĕ. Шалах кĕмеççĕ, ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса шыврах хаяр шĕвек сăрăхтарса лараççĕ. Шывран вара хура пуçсем кăна курăнаççĕ. Бегемот пек. Ун пек чухне эпир шаларах ишсе çÿреме тăрăшаттăмăр. Юрать, тарăн мар. Шывĕ лăпкă. Ытти тинĕс пек чăтма çук тăварлă та мар. Тепĕр енчен, “бегемотсен” ушкăнне сăнама та кăмăллă. Доминиканецсене тĕнчери чи “сексуаллă халăх” тесе ахальтен каламаççĕ. Чăнах та, нимрен те, никамран та вăтанмаççĕ. Каярахпа вырăнтисенчен çакна пĕлтĕмĕр. Канмалли кун вĕсен — холидей /тепĕр тĕслĕ — уяв, ĕçлемелле мар кун/. Кăна шкул программинченех ас тăватăп-ха. Вăт холидейра — чăн-чăн ирĕклĕх: такампа та темĕн чухлĕ савăшма юрать. Çав шутра — çемьеллисен те. Мораль енчен пăсăк иккенне пĕлтермест ку. Морале килте чухне кăна пăхăнмалла...

“Петрушка каçĕ”

Вырăнти тепĕр гидпа паллашатпăр. Студент. Вунă ачаллă çемьере вăл — асли. Амăшĕ вунпĕрмĕшне кĕтет. Ыттисем Гаитине канма кайнă, кунта валли укçа çук. Гаити çак утрав çинчех вырнаçнă, анчах та унта татах та темĕн чухлĕ чухăнрах пурăнаççĕ. Историрен çакă паллă. Доминикана 22 çул Гаитие пăхăнса тăнă. Халĕ ирĕклĕхе тавăрнă, анчах та гаитянсене çĕршыва кĕме чарнă. Чухăнлăх сăлтавĕ политикăпа та çыхăннă. Гаитире, сăмахран, 50 çул хушшинче 22 президентран 21-шне е вĕлернĕ, е вырăнтан сирпĕтнĕ. Чи вăйли кăна влаçа çирĕппĕн алла илме пултарнă. Анчах та экологи ăна пачах та канăçсăрлантарман. Тупăш хыççăн хăваласа Гаитире пур вăрмана касса пĕтернĕ. Халĕ унта çĕр хĕвел питĕнче çунса-шăранса кăна выртать, ял хуçалăхĕ валли юрăхсăр вăл. Доминиканăра вара пачах тепĕр май. Черетлĕ президент экологи пĕлтерĕшне ăнланнă, вăрман касма чарнă. “Мĕн ÿстермеççĕ — çавна ыйтсан вырăнлăрах”, — хуравлать гид ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă май. Сăмах май, вăхăтĕнче Европăна çĕрулми, помидор, баклажан, кофе, табак, куккурус шăпах Доминиканăран çитнĕ. Çунса кĕлленнĕ çĕр çинче нимĕн те ÿсменнине пула гаитянсен пĕр пайĕ выçăлăхран тарса, саккуна пăсса чикĕ урлă каçнă, кÿршисен çĕрĕ çинче хуçисенчен ирĕк ыйтмасăрах пахчаçимĕç ÿстерме пуçланă. Çакă кама килĕштĕр-ха? Доминикана ертÿçисем çакна пĕлсен “петрушка каçĕ” ирттернĕ. Çук, гаитянсене петрушкăпа хăналаман вĕсем, чикĕ хĕррине вăрттăн пырса пĕр каçра 20-30 пин çын пуçне мачетепе касса тухнă. Мĕншĕн “петрушка”? Гаитире Африкăран илсе килнĕ негрсем ытларах пурăнаççĕ. Доминиканăна вара Европа çыннисем нумайăн пырса вырăнтисене самай “çутатнă”, анчах хăйсен хура ÿтли те чылай. Хăйсеннисене вĕлерес мар тесе чикĕ хĕрринчи çынсен хушшинче испанла фонетика экзаменне ирттернĕ — “петрушка” сăмаха калама ыйтнă: французла-креолла калаçакан гаитянсем иккĕмĕш сыпăкра “р” вырăнне “л” каланă... Каланă хыççăнах пуçсăр тăрса юлнă.

Шуррисем, хурисем...

Сăмах май, çÿлерех асăннăччĕ ĕнтĕ, Доминиканăра криминаллă лару-тăру. Анчах та саккуна шăпах гаитянсем пăснине палăртаççĕ — çĕршывра 1 миллиона яхăн саккунсăр мигрант. Вĕсем Доминиканăна ĕç шыраса пыраççĕ. Çак халăхăн саккуна пăсаслăхне ăнланма та пулать тен. Вăхăтĕнче Гаити Франци колонийĕ пулнă /Доминикана — Испани/. Французсем вырăнти халăха пĕр шелсĕррĕн пусмăрланине калаççĕ. Шурă ÿтлĕ çынсем патне курайманлăх гаитянсен юнĕнче-чунĕнче çырăннă. Доминиканăра вĕсем пĕтĕм хура ĕçе пурнăçлаççĕ. Отельсене “шабаша” пыракансем те — официантсем, пÿлĕмсене тирпейлекенсем — вĕсемех. Çапах та гаитянсемсĕр Доминиканăра пурнăç лăпкăрах пулассине пурте палăртаççĕ.

Вырăнтисем каласа кăтартнинчен çакна пĕлтĕмĕр. Темиçе çул каялла гаитянсем виçĕ вырăс хĕрне пусмăрланă. Тĕп хулара вырăс хĕрне те вĕсемех çаратнă. Муниципалитет тата отель пляжĕсен хушшинче — вăл пĕчĕк кăна пулин те — сахалтан та 7-8 полицейски утнин сăлтавне çакăн хыççăн тин ăнлантăмăр. Тинĕс хĕррине анмалли çул çинче те яланах йĕркелĕх хуралçи тăратчĕ. Сăлтавĕ авă мĕнпе çыхăннă иккен. Вăт шан хирĕç пулсан пĕтĕм 32 шăлне кăтартса: “Ола /салам/! Как дельа?” текенсене. Шурă ÿтлисене курсан доминиканецсем те, гаитянсем те йăл кулаççĕ. Шурă ÿтли вĕсемшĕн — укçа хутаççи. Çав шутра — кашни пусне пуçтарса канмашкăн тĕнче хĕррине çитнĕ чăваш хĕрарăмĕ те. Кулăшла.

Хура пĕлĕтсем

Доминиканăра сывлăш вĕри те нÿрĕ пулнине каланăччĕ ĕнтĕ. Анчах та номерте — кондиционер, талăкăн ытларах пайне тинĕс хĕрринче ирттерсен сисĕнсех каймасть çакă. Кунта çулталăкĕпех çулла теççĕ те, “сезон” текен ăнлав Доминиканăшăн та ют мар. Чăн та, Роман ăна хирĕçлеме пăхрĕ: “Пирĕн патра хăть те хăçан канма лайăх”. “Анчах та халĕ, Интернета ĕненсен — çумăр вăхăчĕ”, — парăнас килмерĕ манăн. Отельре çĕрле, сăмахран, горизонт хĕрринче кашни каç çиçĕм мĕлтлетнине сăнаттăмăр. Саона утравĕ çинче çумăр айĕнчех шыва кĕтĕмĕр. Çумăрĕ-ĕ-ĕ-ĕ!!! Ăшă! Душран ăшă шыв пĕрĕхтернĕ пек.

Тропика çумăрĕпе хăçан çăвăнса курăпăр-ха тата? Çитменнине, вĕçĕмсĕр çумасть. Кăшт пĕрĕхет те иртсе каять.

Кану вĕçнелле тÿпене кашни кун хура пĕлĕтсем хупăрлама пуçларĕç. Эпир хĕвелпе пиçсе кайнăччĕ те — пирĕншĕн чухах пулчĕ. Тин кăна килнисене вара ăнмарĕ — шывпа çыхăннă экскурсисене йăлт пăрахăçларĕç. Укçисене тавăрса пачĕç. Роман “сезон мар вăхăт çук” тени, “çил-тăвăл 4-5 çулта кăна пулать” тесе шантарни тÿрре тухмарĕ.

Эпир киле тапранас кун ирхине вăрансан асфальт йĕпе иккенне асăрхарăмăр — çĕрле çумăр çунă. Автобуса ларсан гид паян çил-тăвăл пуласса каларĕ. Пĕтрĕмĕр! Акă сана 4-5 çул! Чăн та, тавралăх лăпкăччĕ-ха. Тĕрлĕ отельрен Раççей турисчĕсене пуçтарса 3 сехетрен Пунта-Кана аэропортне çитетпĕр. Тавралăх лăпкă. Самолетсене вĕçме чарасран шикленнĕччĕ. Чармарĕç. Ачамсен тепĕр кун ĕçе тухмалла вĕт. Тÿпе таса. Сывлăша чиперех çĕкленетпĕр. Сывă пул, Колумб çĕрĕ! Турри пулăшсан, хамăр тăрăшсан татах килĕпĕр-ха çăтмах ку кĕтесне! Çак шухăша — ниçта та мар, черетлĕ хут çула пуçтарăнсан шăпах çакăнта тепĕр хут канма килессине — пирĕнпе пĕрле каннисенчен нумайăшĕ палăртрĕ.

Хушса калани. Мускава çитсен аэропортра хăвăтрах wi-fi хута яратпăр. Суйман гид — Кариб тинĕсĕнче Мэтью ят панă çил-тăвăл алхасать. 5 балл панă ăна — чи пысăкки ку: минутра çил 250 километр хăвăртлăхпа вĕрет! Кун пек инкек ку таврашра юлашки хутчен 15 çул каялла пулнă... Хальхинче çил-тăвăл Гаити патĕнче тинĕсре пуçланнă. Капла та питĕ чухăн çĕршывăн пысăк пайне аркатнă, 3000 çынна эвакуациленĕ. Инкеке, гаитянсене укçа-тенкĕпе пулăшма та май çук. Çĕршывра коррупци тарăн тымар янине пула пĕтĕм тĕнчери организацисем куçаракан укçа-тенкĕ йăлт пуçлăхсен кĕсйине кăна вырнаçать.

Çил-тăвăл Доминиканăна та çитнĕ. Çуртсен ишĕлчĕкĕ айне пулса Санто Домингора 4 ача вилнĕ. Кариб тăрăхĕнче алхаснă хыççăн Мэтью вăй-халĕ чакнă. Минутра 30-40 километр юлса вăл АПШ Флорида штачĕ еннелле куçнă.

Эпир, эпицентра çакланманнипе, хăрама та пĕлмерĕмĕр. Çакна вара çапах та çирĕппĕн картрăмăр. Тепре каяс пулсан та юмахри пек илемлĕ çĕршыва шăпах сезонра çула тухмалла — чÿк уйăхĕнче пуçланать вăл. Паллах, çутçанталăкран темĕн те кĕтсе илме пулать. Капла шухăшласан вара ниçта та тухмалла мар, килте кăна лармалла. Анчах та пулмалли килти кăмака çинче те пулать теççĕ...

Рита АРТИ.

 

Виçĕ номере тăсăлнă статьяна та вырнаçманни.

  • Америка стандарчĕ. Пирĕн туристсем, амăшĕпе хĕрĕ, номере çитсен унитаз юрăхсăррине асăрхаса ресепшена пĕлтернĕ. Кĕçех сантехник çитнĕ: мĕн пулнă? Мĕнле мĕн пулнă — унитаз çĕмĕрĕлнĕ, курмасть-им? Сантехник пăхать — йĕркеллех. Хĕрарăм тĕрĕслет — усă курма юрăхсăр. Аптрасах çитеççĕ, пĕр-пĕрне ниепле те ăнланмаççĕ. Чăннипе, унитазĕ чиперех ĕçлет. Америка стандарчĕпе килĕшÿллĕн унта шыв яланах çурма тулли тăрать. Кирлĕ çĕре пусса антарса яратăн кăна — вăл çийĕнчех çурри таран тулать. Пирĕн стандартпа килĕшÿллĕн вара вăл — тулса ларнă...
  • Чăваш мелĕ. Апат чиперех çитереççĕ пулсан та туристсенчен пĕри вар-хырăм ĕçĕ пăсăлнине каларĕ. Эмелсĕр çула тухма хăнăхман, хайхине те патăмăр. Çук, пулăшмасть. Мĕн тумалла? Капла тинĕс хĕррине те каймалли çук вĕт. Чăваш йăли аса килчĕ. Пирĕн ваттисем кирек мĕнле чиртен те эрех тăварласа ĕçме хушаççĕ. Пĕр вăхăт самайланнине каларĕ хайхи çакăн хыççăн. Анчах та иртсех пĕтмест-мĕн. Вĕри яшка ытларах çиме сĕнтĕмĕр. Тинех туалета чупма пăрахрĕ хайхи.
  • Каçхине. Тĕттĕмре... Çĕршыв утрав çинче вырнаçнă. Хăйсен энерги çук. Ăна перекетлес тĕлĕшпе çутта талăкра пĕрре сÿнтерсе илеççĕ. Пирĕн туристсенчен пĕри каласа панинчен. “Тинĕс хĕрринчен пÿлĕме çитнĕ çĕре тавралăх сĕм тĕттĕмччĕ ĕнтĕ — çав таранчченех шывра шăмпăлтататтăмăр. Душа кĕтĕм кăна — çутă сÿнчĕ. Тÿрех хăрушă фильмсенчи сюжет аса килчĕ — яланах душра çăвăннă чухне вĕлереççĕ вĕт. Çăвăнмалли пÿлĕмре кăна сÿнтернĕ пулĕ тесе ваннăйĕнчен хăвăтрах сирпĕнсе тухрăм — унта та тĕттĕм. Çынсем патне коридора васкарăм — унта çутă пурах! Çук, унта та тĕттĕм!!! Ниçта пĕр çын çук — пурте каçхи апата кайса пĕтнĕ. Чутах чĕресĕр пулаттăм вĕт...”
  • Кăштах — географи. Доминикана республики Гаити утравĕ çинче вырнаçнă. Утравăн иккĕ виççĕмĕш пайне Доминикана йышăнать, юлашкине — Гаити республики. Çĕршывăн хĕвелтухăç чиккинче Пуэрто-Рико вырнаçнă, хĕвеланăçра — Ямайка тата Куба, кăнтăрта — Венесуэла /чикĕ шыв тăрăх иртет/.

Çĕршывсем пĕр бассейнрах — Кариб тинĕсĕ хĕрринче — вырнаçнине пула унти ытти çĕршыва, тен, кайса курмасан та юрать? “Апла мар, — хирĕçлет Альфия. — Пĕлтĕр Кубăра пултăмăр. Пач урăх çĕршыв. Атте-анне ÿснĕ вăхăтри хура-шурă кăтартакан телевизор, совет тапхăрĕн шăрши... Вырăнти халăхăн йăли-йĕрки те кăсăклă. Калăпăр, Кубăра тухтăрсен ют çĕршыва пачах та тухса çÿреме ирĕк çук. Çамрăксем çапах та, çакна пĕлсе тăрсах, врач профессине суйлаççĕ...”

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.