Унăн ячĕ чăвашăн çăлтăрлă тÿпинче янăрать
Çак кунсенче шăпа мана пачах кĕтмен-туман чун уявĕ туса пачĕ. Александр Михайлов журналист шкул директорĕпе пĕр шухăшлă пулса тăван тăрăхне — Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхаль ялне — чăваш драматургĕ, çыравçи тата сăвăçи Анатолий Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа литературăпа музыка композицийĕ пек йĕркеленĕ асăну кунне чĕнчĕ. Йыхрава хаваспах йышăнтăм та инçе çула кĕскетсе уява тухса кайрăм. Пире, аякран килнĕ хăнасене, ял варринче вырнаçнă çĕнĕ клубра уçă кăмăлпа та ăшă кулăпа кĕтсе илчĕç.