Комментари хушас

1 Раштав, 2016

Чи лайăххисем!

Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсăн пĕтĕмлетĕвне ирттерчĕ.

Республикăра çитĕнекен ăрăва ăс-хакăл, кăмăл-сипет тĕлĕшпе аталанма, тăван халăх ырă йăли-йĕркине хисеплеме çул уçакан шкул чылай. Çавсен йышĕнче «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсра çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 10-мĕш, иккĕмĕш вырăна Йĕпреç районĕнчи Пучинке тата Шупашкарти 60-мĕш шкулсем, виççĕмĕш вырăна Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕпе Çĕнĕ Шупашкар 18-мĕш лицейĕ тухрĕç.

Çĕнтерӳçĕсене вĕренӳ министрĕ Юрий Николаевич Исаев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов конкурса хастар хутшăннă Катек /Канаш районĕ/, Юнтапа тата Чăваш Сурăм /Элĕк районĕ/, Шăмăршă /Шăмăршă районĕ/, Куславкка 3-мĕш, Тĕрлемес, Елчĕк /Куславкка районĕ/, Çирĕклĕ Шăхаль /Елчĕк районĕ/, Шупашкарти 50, 62-мĕш, Опытнăй /Çĕрпӳ районĕ/, Канашри 3-мĕш шкулĕсене конгресăн дипломĕсемпе чысларĕç. Унсăр пуçне Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицея тата Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулне 15 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарчĕç. Йĕпреç районĕнчи Пучинке, Шупашкарти 60-мĕш шкула 25-шер пин тенкĕ, Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ 10-мĕш шкула 50 пин тенкĕ укçан преми парса чысларĕç.

Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхне Мускаври конкурссенче те кăтартаççĕ, тивĕçлĕ вырăнсем йышăнаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире чăваш чĕлхи тата пуçламăш классене вĕрентекен Нелли Анатольевна Красновăна «Тăван чĕлхе, çав шутра вырăс чĕлхи вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççей мастер-класĕ» конкурсра çĕнтернĕччĕ. Ăна та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне тата Чăваш наци конгресĕн 10 пинлĕх укçа сертификатне пачĕç. Наци конгресĕн президиумĕн пайташне, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ»» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председательне Тав хучĕпе, Шупашкарти 10-мĕш шкул вĕрентекенне Алина Владимировна Егоровăна вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Хăнасем хăйсен ĕç опычĕсемпе паллаштарчĕç, вĕренекенсем вара пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс пирĕн республикăра «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккуна пурнăçа кĕртекен чи пултаруллă шкулсем пуррине çирĕп-летрĕ.

Юлия АНИСИМОВА,

ЧНК вĕренӳпе ăслăлăх

комитечĕн председателĕн çумĕ.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: чыслав саманчĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.