Комментари хушас

1 Пуш, 2017

Унăн ячĕ чăвашăн çăлтăрлă тÿпинче янăрать

Çак кунсенче шăпа мана пачах кĕтмен-туман чун уявĕ туса пачĕ. Александр Михайлов журналист шкул директорĕпе пĕр шухăшлă пулса тăван тăрăхне — Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхаль ялне — чăваш драматургĕ, çыравçи тата сăвăçи Анатолий Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа литературăпа музыка композицийĕ пек йĕркеленĕ асăну кунне чĕнчĕ. Йыхрава хаваспах йышăнтăм та инçе çула кĕскетсе уява тухса кайрăм. Пире, аякран килнĕ хăнасене, ял варринче вырнаçнă çĕнĕ клубра уçă кăмăлпа та ăшă кулăпа кĕтсе илчĕç.

Лăк тулли зала пырса кĕрсен тÿрех çунатсем хутшăнчĕç. Тăван сăмаха юратакан нумаййи, сумлă ентешне хисеплени епле ан савăнтартăр?! Кунта Хурăнвар Шăхаль çыннисем çеç мар, çывăхри Матак, Аксу, Паснапуç, Шемĕршел, Кивĕ Йĕлмел, Чукал, Чăваш Çĕпрелĕ, Çĕнĕ Йĕлмел, Алешкин Саплăк, Упи, Çĕнĕ Упи çыннисем, шкул ачисем, çамрăксем, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем пухăннă. Пурте пĕр-пĕринпе ыррăн калаçаççĕ, шÿтлеççĕ, тĕрлĕ хыпарпа пайлашаççĕ, ачасем сцена çине тухма хатĕрленеççĕ. Хăнасем хăйсен вырăнĕсене ларсан сцена çине чăваш тумĕ тăхăннă чипер икĕ хĕрарăм — уяв ертÿçисем — тухрĕç, залри халăх шăпланчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.