чыслав

19 Чÿк, 2015

Кĕнеке страницине уçсан…

Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат çулсерен ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс çĕнтерÿçисене палăртса эпир хамăр кăларăмра çырнăччĕ. Нумай пулмасть республикăри Ача-пăчапа çамрăксен биб-лиотекинче мала тухнисен чыславĕ иртрĕ.

18 Çурла, 2015

Республикăн чăн пуянлăхĕ - ăста çынсем

Тухтăрсемпе педагогсем, артистсемпе художниксем, инженерсемпе чиновниксем - эрнекун Правительство çуртĕнче тĕрлĕ професси çыннисем пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕ - ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçре палăрнă 33 çынна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕ.

...Çирĕпленнĕ йĕркепе пĕрлехи ĕçе - регион аталанăвне - пысăк тÿпе хывнă ентешĕмĕрсен ячĕпе Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăрарĕç. Унтан республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев сăмах илчĕ:

14 Çурла, 2015

Чăваш кăларăмĕсем - «Çырăнтару лидерĕ» çĕнтерÿçисем

«Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Çамрăксен хаçачĕн», «Хресчен сасси» хаçатăн тата «Тăван Атăл» журналăн редакцийĕсене Мускавра Дипломпа наградăларĕç.

11 Çурла, 2015

Çырăнакансен йышне ÿстернĕшĕн - Диплом

"Хыпар" Издательство çурчĕ кăларса тăракан "Çамрăксен хаçачĕн", "Хресчен сасси" хаçатăн тата "Тăван Атăл" журналăн редакцийĕсене наградăларĕç

Раççейĕн тĕп хулинче Мускавра август уйăхĕн 6-мĕшĕнче пичет ĕçченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ канашлу-семинар иртрĕ. Ун хыççăн "Аргументы и факты" Издательство çурчĕн пресс-центрĕнче çĕршыв тата регион шайĕнче тухса тăракан, 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен шутне ÿстернĕ хаçатсемпе журналсен редакцийĕсене "Çырăнтару лидерĕ" конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн чысларĕç.

30 Ака, 2015

Театр малашлăхĕ çутă

СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев Раççейре наци театр енĕпе ирттерекен «Ылтăн маска» фестиваль лауреачĕ пулса тăнине иртнĕ çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчех пĕлтĕмĕр.

Pages