Чунри

12 Авăн, 2015

Телей илемре мар

"Ытла та сăнсăр-çке, çав упăтепе мĕнле çÿретĕн эс? Чуптума тăрсан тата... Хăв çине тĕкĕртен пăх-ха, эсĕ пукане пек, вăл вара..." - пĕрле вĕренекен хĕрсем çапла йĕкĕлтешсе пĕрре мар каланă мана. Каçхи ташă каçĕсене кăмăллакан Света: "Сана чĕнеççĕ унта, вахтăра каллех Квазимодо ларать, Эсмеральда патне килнĕ", - тетчĕ ман çине йĕрĕнчĕклĕн пăхса. Çук, хăлхана та чикместĕмччĕ вĕсен сăмахне, мĕншĕн тесен Лешăран хаклă çын çукчĕ маншăн. Пуринчен ытла сар çу пек кăмăлне ытараймастăмччĕ. Çамрăк чухне пичĕ чăн та шатраллăччĕ унăн. Çакă унăн сăнне чăннипех те илемсĕрлететчĕ.

8 Çурла, 2015

Хăмăшлăхра

Мĕн ачаран утă çулса ÿснĕ эпир. Çава тыттарма хăраман атте-анне. Пĕр касри темиçе кил пуçтарăнса каяканччĕ вăрмана. Тĕттĕмленмесĕр таврăнма та шухăшламан. Вăрманта кăвайт чĕртсе апатне хуранпа пĕçерсе çинĕ. Лайăх çанталăк пулсан утта пĕр эрнере тирпейлесе кĕртекенччĕ. Кÿршĕ Алешăпа ăмăртса çулни те пулнă. Паллах, паккус вĕçне вăл çавах манран маларах тухатчĕ. Кайран ашшĕнчен çава туптама та вĕренчĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче пурте каннă чухне пĕчченех шаккаса ларатчĕ.

4 Утă, 2015

Юрламасть садра саркайăк

Авланнă арçынпа çыхланма мĕне кирлĕччĕ-ши? Çемйине пăрахса ман пата килĕ терĕм-ши? Эх, хĕр чухне ытла та айван-çке эпир, арăмĕ пуррине систерчĕç-çке малтанах. Ĕненмерĕм, пĕр çынна та итлемерĕм, сивĕтесшĕн, ахаль çеç калаçаççĕ пуль терĕм. Тепĕр тесен, пуçа çухатасла, çунатланса вĕçекенскере авланни мĕне пĕлтеретчĕ-ши? Халĕччен никама савса курманскер чечексем, канфет парнеленине, кашни кун ăшă сăмахсемпе йăпатнине юрату вырăнне йышăнтăм-ши?

27 Çĕртме, 2015

Телейĕм ăçта-ши?

Паян та аслăк тăрринче вăранса кайрăм. Куç шыçăннă, пуçăм чукмарпа çапнă пекех ыратать. Чим, мĕн пулнăччĕ-ха манпа? Мĕншĕн кунта выртатăп-ха? Ачамсем ăçта-ши тата? Ăс-тăн та юлашки вăхăтра арпашăнма тытăнчĕ мар-и? Ара, çĕркаç каллех çĕçĕпе хăратсах килтен хăваласа кăларса ячĕ-çке. Эх, кун пекки ман пурнăçăмра мĕн чухлĕ пулман-ши? Кÿрше-арша калаçтарса яла кĕрлеттерес мар тесе хĕл кунĕсенче ĕне çумĕнче те пайтах хĕл каçнă.

21 Çу, 2015

«Хĕрĕм» тесе чĕнĕттĕм, хам ăшша парнелĕттĕм...

Светлана Николаевна Казанцева вĕрентекен кашни ир класа кĕмессерен Женя Романовăна куçĕсемпе шырать. «Ăçта-ши вăл? Паян шкула килнĕ-ши? Е тата киле парса янă ĕçсене пурнăçланă-ши?» - тесе пăшăрханать. Женя пÿлĕме кĕрсенех вăркакан чунĕ çемçелет, пĕчĕкскере пырса ыталать.

Pages